Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
3 Кӑрлач 2019, 12:04

Янăшмасене - Çĕнĕ çул парни

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче иртнĕ çул вĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. Кунта модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Янăшмасен савăнăçне республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров та, вырăнта пулнă май, пĕрле пайларĕ.

Паллах, вырăнти халăхăн çĕкленÿллĕ кăмăлĕ пирки сăмахпа çырса та, каласа та пĕтереес çук. Чăн та, ялта кивĕ ФАП та ĕçленĕ, анчах та унта хальхи пек çутă та хăтлă пулнă тесе калаймăн. Хĕл кунĕсенче сивве пула кунта ĕçлекенсем те, пациентсем те шăннă, пÿлĕмĕсем хĕсĕк те тăвăр пулнă. Ытти пирки калама та кирлĕ мар.
Çĕнĕ çурта вара тивĕçлипе хак памалла. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама пурте пур: пациента йышăнма уйрăм пÿлĕм, процедурăпа гинекологи кабинечĕсем, санузел. Унсăр пуçне медицинăра кирлĕ çĕнĕ сĕтел-пукан, сивĕтмелли тата стерилизацилемелли камерăсем, тĕрлĕ инструментсемпе ĕç хатĕрĕсем туяннă. Хăйсем тĕллĕн вырăнтан-вырăна куçма пултарайман çынсем валли пандус та вырнаçтарнă. Çаксем пурте паянхи кун ыйтнине тивĕçтереççĕ. Çавăнпа та чирлĕ е суранланнă çынна вăхăтра паха медицина пулăшăвĕ пама, диагностикăпа процедурăсем ирттерме май туса парать.
Пĕтĕмĕшле фельдшерпа акушер пункчĕ 397 çынна пăхса тăма, пулăшу пама пултарĕ. Çав шутра ачасем те йышлă. Елена Петрова фельдшер вара вĕсемшĕн хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшĕ. Вăл çак тăрăхри çын пулнă май, Янăшмари медицина сферинче 25 çул ытла ĕçлет. Апла пулсан ĕç опычĕ те çителĕклех. Ял халăхĕ вара кун пек çынна хисеплет, кирек хăçан та шур халатлă хĕрарăма шанса чунне уçать.
Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла: Ермеккей районĕнче Янăшмари модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне тăвасси пуçласа пурнăçа кĕнĕ. Çывăх вăхăтра Çĕнĕ Шахово ялĕнче пурăнакансене те çак савăнăçлă кун кĕтет. Паянхи кун район администрацийĕ шăпах документсем хатĕрлессипе тăрăшать. Янăшмасем вара хăйсен çутă ĕмĕтне Раççейри Ял хуçалăх министерствин «Ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси» федераллă программăпа усă курса пурнăçа кĕртнĕ, пĕтĕмĕшле 3 млн тенкĕ нухрат тăкакланă.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ.
Читайте нас: