Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
3 Кӑрлач 2019, 11:45

Юмахсенчи пур сăнар та пуçтарăнчĕ

Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче кивĕ çула чыс туса ăсатасси ырă йăлана кĕнĕ. Декабрь уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче кунта çак ятпа пысăк уяв иртрĕ. Унта юмахсенчи пур сăнар та пуçтарăнчĕ пулмалла. Пĕтĕм тĕнчери фольклориада пуçланнă тейĕн.

Юмахри сăнарсем хушшинче чăн пурнăçри пекех ырă та уçă кăмăллисем те, чеййисемпе усаллисем те, киревсĕррисем те пур. Усал сăнарсем те, Ĕпхÿри ача-пăча уява пуçтарăнассине таçтан пĕлсе, уява килсе çитнĕ. Питĕ юратмаççĕ вĕсем пĕчĕк ачасем чирлеменнине, телейлĕ те хаваслă, спортпа туслă пулнине, тăрăшса вĕреннине, ашшĕ- амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ачисемпе мăнукĕсемшĕн тем те тума хатĕр пулнине.
Юмахри геройсем ватă Хĕл Мучипе Юр пикене темĕнле сăтăр тума та тăрăшрĕç. Анчах çĕршывăн çамрăк гражданĕсем, хăйсем пĕчĕк пулсан та, питĕ ăнкаруллă та тавçăруллă. Вĕсем кунта мĕн пулса иртнине хăвăрт чухласа илчĕç те усал вăйсене елкăран кăларса яма тытăнчĕç. Çине тăрсах хăваланăран лешсем макăрса ячĕç, каçару ыйтса хăйсене уявра хăварма ÿкĕтлерĕç, урăх ун пек начар ĕçсем тумастпăр тесе сăмах пачĕç. Киревсĕр ĕçĕсемшĕн вĕсене хăйсене те намăс пулчĕ. Ырă кăмăллă ачасем усал сăнарсене каçарчĕç. Çавăн хыççăн вĕсен асамлă вăйĕсем таçта сирĕлчĕç.
Уяв каçĕнче çамрăк ăру йăлана кĕнĕ вăйăсемпе шÿтсем вылярĕ, юрă-ташăпа та киленчĕ. Ачасем хĕрсе кайсах тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç, çăмăлах мар ĕçсем пурнăçларĕç. Хĕл Мучи тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ: пĕчĕк шăпăрлансем темĕн чухлĕ сăвă вĕреннĕ. Çавăнпа та унăн пысăк та пуян хĕрлĕ хутаççи часах пушанчĕ.
Уяв вĕçĕнче вĕренекенсем, вĕсен пĕчĕк шăллĕсемпе йăмăкĕсем Хĕл Мучин Çĕнĕ çул парнисене тивĕçрĕç. Ача-пăчасен савăнăçĕн вĕçĕ-хĕрри те пулмарĕ. Вĕсемшĕн Çĕнĕ çул килсе çитни чи пысăк та хаклă парне пулса тăчĕ.
Çав кунах Ĕпхÿ хулинче П.М.Миронов шкул коллективĕпе «Нарспи» халăх ансамблĕ йĕркеленипе Çĕнĕ çул каçĕ иртрĕ. Уявра Ĕпхÿри чăваш эстрада çăлтăрĕсем Галина Кириллова, Екатерина Емельянова, Сергей Никитин, Людмила Иванова хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пухăннисене ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская, «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» Мускаври офицерсен юлташлăхĕн представителĕ Сергей Иванов подполковник саламларĕç.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Читайте нас: