Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10 Кӑрлач 2019, 16:27

Халăх поэчĕ асра

Александр Павлович Филиппов (1932-2011çç.) - поэт, писатель, куçаруçă. Вăл Пушкăртстанри Кугарчă районĕнчи Юмагузин ялĕнче 1932 çулхи ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Пушкăрт Республикин Халăх поэчĕ, Салават Юлаев орденĕн кавалерĕ. Вăл “Истоки” хаçата йĕркелесе яраканĕ тата 1991-2011 çулсенче унăн тĕп редакторĕ пулнă. 1968 çултанпа Пушкăртстан Çыравçисен союзĕн правленийĕнче вырăс писателĕсен секцине ертсе пынă. 1998 çултан пуçласа 2011 çулччен “Бельские просторы” журналăн редколлеги членĕ пулнă. Вăл - 30 кӗнеке авторӗ. 1965 çулта А.Филиппов сценарийĕпе «Пушкăрт пылĕ» фильм ÿкернĕ. Асăннă ĕç Бухарестра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсра пĕрремĕш премие тивĕçнĕ. Иртнĕ çул ноябрь уйăхĕнче (поэтăн çуралнă кунĕ умĕн) тăван Юмагузин ялĕнче унăн бюстне уçнă.

Çăвар карăнать час-час ку чухне.
Пăрахрĕ сăвă çырăнма.
Шăлса ывăтам та умри хутсене,
Каям-ха пĕр-пĕр улах вырăна.
Унта эп, шăв-шавсăр çĕрте,
Вăй-халăм, мехелĕм çитсен
Çыратăпах пулĕ пĕр тăват йĕрке
Пиçсе хĕрелен çырласем çинчен.
Ун чух ручкăмран чернил мар,
Çу кунĕн илемĕ тумлатех пуль туллин.
Çакăншăн мана никам мар,
Тав тунă пулĕччĕ хăй Пушкин.
Лăплану
Ăçта çаплах васкас-ха манăн?
Мĕн-ма ытла хыпаланас?
Вут-кайăка эп тытаймарăм,
Тăрна таврашĕ те курман.
Кунпа çĕре чухлаймăн лайăх:
Те тĕлĕк ку, те тĕлĕк мар.
Ăнлантăм халь: кам ăмăрткайăк
Ăна тăрна кирлех те мар.
Вырăсларан Александр САВЕЛЬЕВ-САС куçарнă.
Читайте нас: