Пур хыпар та
16 Кӑрлач 2019, 17:00

Раççейре хытă коммуналлă каяшсене тирпейлекен пĕрлĕхлĕ оператор пулĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин «Раççейри экологи операторĕ» компани йĕркелесси пирки указ кăларнă. Уçă праваллă компани (публично-правовая компания) çĕршыври коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен пĕрлĕхлĕ оператор шутланать.

Асăннă компанин учредителĕ РФ Çут çанталăк министерстви пулĕ. Вăл коммуналлă хытă каяшсене пухса тирпейлессине, вĕсем çут çанталăка сиен кÿнипе кÿменнине, коммуналлă хытă каяшсене уйăрса тирпейлессине тĕрĕслесе тăрĕ.
Кил-çуртра пухăнакан хытă каяшсен операторĕ мĕн ĕçлĕ?
Оператор хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă нормативлă проектсене хатĕрлес ĕçе хутшăнĕ, çÿп-çап полигонĕсенче экспертиза ирттерĕ, ют çĕршыв организацийĕсемпе килĕшÿсем тăвĕ. Çавăн пекех компани хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе инвесторсене явăçтарĕ, çак ĕçе йĕркелесе пыма патшалăх пулăшăвĕ илмелли программăсем хатĕрлĕ, патшалăх укçа-тенкĕ уйăрнине тĕрĕслесе тăрĕ.
Указра РФ Правительствине уйăх хушшинче оператор уставне тата компанийĕн сăнаса тăракан канашĕн положенине хатĕрлеме сĕннĕ. Виçĕ уйăх хушшинче компани аллине паракан федераллă пурлăхăн йышне палăртма хушнă. Компани Мускавра регистраци иртсе унтах вырнаçмалла.
Оператор ĕç-хĕлне йĕркелеме 2019 çулхи январь уйăхĕнчех бюджетран укçа-тенкĕ уйăрĕç. 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен влаçсем хытă каяшсене шута илекен пĕрлĕхлĕ тата регионти системăсем йĕркелемелле.
Владимир Путин иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчех 2024 çул тĕлне çĕршывĕпе коммуналлă каяшсене тирпейлемелли 200 завод хута яма хушу панă. Патшалăх пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен çĕршывра коммуналлă хытă каяшсене тирпейлессипе ĕçлемен, совет самани вăхăтĕнченех çÿп-çапа путăк-шăтăка кăларса тăкнă. Халĕ, промышленность аталанса, каяшсен шучĕ нумайланса пынă вăхăтра, ăна тирпейлес ыйту çивĕч тăрать.
«Башинформ» агентство пĕлтернĕ тăрăх, Правительствăн оперативлă канашлăвĕ вăхăтĕнче ПР пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров коммуналлă çăмăллăхсем панă чухне (сăмах çÿп-çап пирки пырать) хака чакарма ыйтнă. Ун шучĕпе, хулара пурăнакансем пĕр çын пуçне 70, ял çыннисем 35 тенкĕрен ытла тÿлемелле мар.
Çĕнĕ коммуналлă çăмăллăхшăн тÿлемелли квитанцисем январь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен килме пуçлĕç. Анчах хăш-пĕр çынсем нумай хваттерлĕ çуртсен компанийĕсенчен тÿлев хучĕсем илнĕ те ĕнтĕ.
- Хăш-пĕр компанисем укçа илме васкаççĕ пулмалла. Анчах ку саккуна хирĕç кайни пулать. Ун пек тĕслĕхсене уйрăмшар пăхса тухăпăр, тытса чарăпăр. Икĕ хутчен тÿлессинчен асăрханас пулать, - тенĕ Радий Хабиров.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас в