Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
23 Кӑрлач 2019, 14:40

Велосипед хуçи патне çитрĕ

Эпир «Урал сассин» иртнĕ çулхи 52№ хаçата 2019 çулшăн çырăнса илнисем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерни, тĕп приза, велосипеда, Федоровка районĕнчи Тенейре пурăнакан Раиса Матушкина тивĕçнине çырса пĕлтернĕччĕ.

Иртнĕ эрнере кĕтнĕ парне хуçи патне çитрĕ, хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов вырăна çитсе ăна Раиса Федотовнăна алăран тыттарчĕ. Савăнăçлă пулăм Станислав Николаевичпа Наталья Ивановновна Матушкинсен (ывăлĕпе кинĕ) килĕнче пулса иртрĕ. «Урал сассин» телейлĕ вулаканĕ иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче 87 çул тултарнă пулсан та пирĕн кăларăма юратса вуланине пĕлтерчĕ. Куçне операци туни те чăрмав мар, куçлăхпа усă курать.
Раиса Федотовна мăшăрĕпе, Николай Яковлевичпа, (шел, вăл 16 çул каялла çĕре кĕнĕ) иккĕшĕ те «Рассвет» колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕри чылай çул хушши выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерес ĕçре вăй хунă пулсан, тепри - механизаторта. Иккĕшне те «Хисеп Палли» орденсем парса чысланă. Вĕсем 5 ача – виçĕ хĕрпе икĕ ывăл - çуратса çитĕнтернĕ. Çавăнпа та ăрăва малалла тăсакансем йышлă – кинемейĕн 13 мăнук та 18 кĕçĕн мăнук. Вĕсем çу кунĕсенче асламăш-кукамăш патĕнчен тухма пĕлмеççĕ. Апла пулсан велосипед алăран-алла куçасси пирки иккĕленме кирлĕ мар. Çакна пирĕн хаклă та сумлă вулакан хирĕçлемерĕ. Эпир те редакци ĕçченĕсем «хурçă ут» тивĕçлĕ çын аллине лекнишĕн савăннине пытармастпăр. Раиса Федотовнăна вара çывăх çыннисен юратăвĕпе тимлĕхне туйса вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Федоровка районĕ, Теней ялĕ.
Читайте нас: