Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
30 Кӑрлач 2019, 12:42

Çимелли пластилин, кока-кола, кишĕр тата ытти çинчен сăмах пычĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх хĕллехи каникул вăхăтĕнче Çтерлĕ районĕнчи Новая Отрадовка ял шкулĕнче «Малашлăх утăмĕсем» тата «Менделеев вулавĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи 120 ача тата шкул çулне çитмен 20 шăпăрлан хутшăнчĕ.

Шкул çулне çитичченхи ачасен секцийĕн ĕçне «Эпĕ çут тĕнчепе паллашатăп» ятпа йĕркелерĕç. Рощинский ача садĕнчен унта 4 ача - Влада Пестряева, Эрик Петров, Арина Антипова, Эмир Абдуллин - хутшăнчĕ. Конференцие хатĕрленсе ачасем воспитательсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Вĕсемшĕн çакăн евĕр мероприятие хутшăнни наукăна пĕрремĕш утăмсем тунипе тÿр килет. Проект ĕçĕсем тухса калаçмалли пайран, презентацинчен, опыт тунинчен тата килте ÿкернĕ видеосюжетсенчен тăраççĕ. Ачасем хăйсен темисемпе пурне те ăнланмалла паллаштарчĕç.
Влада кишĕрĕн усăллă енĕсем çинчен каласа пачĕ. Эрик тăвара тĕпчерĕ. Эмир «Кока-кола пирĕн тус-и, тăшман-и?» темăпа тухса калаçрĕ. Арина çимелли пластилин çинчен (унран пĕр те пĕр япала ăсталатăн та çисе яратăн) каласа пачĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсем хăраса, вăтанса тăмарĕç, темăна çирĕп пĕлсе хуравларĕç. Кун пек конференцие хутшăнма пуçлани нумаях пулмасан та вĕсем тивĕçлĕ вырăнсем йышăнчĕç.
Жюри членĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ачасен хастарлăхĕ çултан-çул ÿссе пырать. Пĕчĕк пулсан та вĕсем паянхи куншăн актуаллă темăсене хускатаççĕ. Ку вара питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сире, ачасем, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Оксана АНТОНОВА,
Татьяна ИОНЦЕВА
воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ.
Читайте нас: