Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
18 Нарӑсӑн 2019, 11:12

Сценари авторĕ – Иван Тарасов

Аслăраххисем ăна аван пĕлеççĕ пулĕ тетĕп. Пĕр вăхăтра унăн ячĕ республикăри‚ çаплах ытти тăрăхри хаçат-журналсен пичĕсенче те час-часах куç тĕлне пулатчĕ. Çак ята радио передачисенче те илткелеме пуçларăмăр‚ телевидени кăларăмĕсенче вара хăйне те куракан пултăмăр. Майĕпен-майĕпен Пушкăртстан чăвашĕсем ăна лайăх пĕлсе çитрĕç. Юратсах пăрахрĕç тесен те ытлашши пулас çук. Статйисене килĕштерсех вулатчĕç‚ радиопа телеведени передачисене хавас кăмăлпа кĕтсе илетчĕç.

Хама илес пулсан‚ Иван Григорьевич Тарасовпа вăл Ĕпхÿри пионерсемпе шкул ачисен В.М. Комаров ячĕллĕ керменĕнче ĕçленĕ çулсенче паллашнă. Вăл вăхăтра ăна ытларах мĕн кăсăклантарни‚ ăçта мĕнле ĕçре ĕçленинченех курăнса тăрать. Кĕскен каласан‚ шкул пурнăçĕ‚ пионерсен ĕçĕ-хĕлĕ интереслентернĕ пионерсен çурчĕн методистне. Манăн пурнăç та шкулпах çыхăннă‚ Авăркас районĕнчи Юламан шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсене илсе пынă. Çавна май Иван Григорьевичпа пĕрре мар тĕл пулнă. Çав çулсенчех тăван чĕлхене вĕрентес ĕç мĕнлерех шайра пулнипе кăсăкланатчĕ вăл.
Лара-тăра пĕлмен çамрăкчĕ Иван ун чухне‚ таçти чăваш ялĕсене те çитме ĕмĕтленетчĕ. Çитетчĕ те. Халĕ пăртак пусăрăннă ĕнтĕ. Анчах паян та унăн пурнăçри тĕп тĕллевĕ – тăван чĕлхене упрасси‚ ăна малалла аталантарасси.
Халĕ çак пултаруллă та хастар çыннăн пурнăçне кĕскен кăна йĕрлесе тухар-ха.
И.Г.Тарасов 1959 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче тĕнчене килнĕ. Ял ачисемпе пĕрле выляса‚ ĕçлесе‚ вĕренсе ÿснĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ĕпхÿри техучилищĕсенчен пĕринче вĕреннĕ‚ токарь профессине алла илнĕ. Çамрăк çыннăн ĕçлĕ пурнăçĕ хулари предприятисенчен пĕринче токарь станокĕ умĕнче тăнинчен пуçланнă. Пĕлÿ шайне малалла ÿстересси пирки те манман: Хусан университетĕнче куçăн мар мелпе вĕреннĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Ĕпхÿри пионерсемпе шкул ачисен В.М. Комаров ячĕллĕ керменĕнче вăй хунă. Кун пирки маларах асăннăччĕ-ха.
Иван Григорьевич обществăлла ĕçрен нихăçан та ютшăнман‚ хушнине хаваспах пурнăçланă. Ĕпхÿри «Нарспи» этнографипе фольклор ансамблĕ йĕркелеме хутшăннисенчен пĕри пулнă. 1992 çулта Иван Григорьевич Ĕпхÿри чăвашсен П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн директорĕнче тăрăшать. Сăмах май каласан‚ унăн мăшăрĕ те кунтах ĕçлет. Ăçта вăй хурсан та тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхне пулăшасси. Çак ыйтупах пултарулăх ĕçĕсем те çырнă. Унăн сценарийĕсем тăрăх чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов‚ П.Т. Корина художник-рестовратор‚ В.В. Николаев академик‚ пушкăртсен Урал-паттăр эпосне чăвашла куçарнă Н.В.Дмитриев (Ялтăр Мучи)‚ чăваш халăх поэчĕ Я.Г. Ухсай çинчен документлă фильмсем ÿкернĕ. Хăй каланă тăрăх‚ вăл 350 ытла передача авторĕ пулса тăрать.
Унăн пултарулăхне асăрхаман мар‚ асăрханă. Вăл – А.Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ‚ «Учитель Башкортостана» журнал премине тивĕçнĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсем те чылай.
Александр САВЕЛЬЕВ‚
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Читайте нас: