Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
20 Нарӑсӑн 2019, 17:12

Чăваш сăрине ĕçме кăна мар, тума та пĕлес пулать

Иртнĕ çулхи декабрь уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Кармаскалӑ тӑрӑхĕнчи Суук-Чишма ялӗнче «Кӗр сӑри» уявӗ иртрӗ. Уяв программипе килĕшÿллĕн унта сӑра ӑстисем те ӑмӑртрӗç. Пурӗ 10 çын. Ӑмӑртӑва Авăркас районӗнчи Çӗньялта пурӑнакан Валентина Архипова та хутшӑнчӗ.

Валентина Васильевна 1957 çул Çӗньял (Новофедоровка) ялӗнче колхозниксен çемйинче çуралнӑ. Вӗсен 9 ача пулнӑ: 5 ывӑл та 4 хӗр. Мӗн ачаранах Валентина ял ӗçне хӑнӑхнӑ, килти ӗçсемсӗр пуçне ашшӗпе амӑшне колхоз ӗçӗсене тума пулӑшнӑ: утӑ çулнӑ, кӑшман ӳстернӗ, чӑх ферминче вӑй хунӑ тата ытти те. 1974 çул ялти вӑтам шкула пӗтерсен, вӑл икӗ çул тӑршшӗ колхоз ферминче доярка пулса ӗçленӗ. Качча тухсан чăваш хĕрĕ вырӑнти шкула ӗçлеме куçнӑ. Малтанхи тапхӑрта лаборантка пулса тӑрӑшнӑ, кайран çав шкултах 38 çул библиотекарь тивӗçӗсене пурнăçланӑ. Ĕçре вӑл пысӑк çитӗнӳсем тунӑ, çакна унӑн килӗнче упранакан нумай-нумай Хисеп хучӗсемпе Тав çырăвĕсем çирӗплетеççӗ. Валентина Васильевна общество ӗçне те хастар хутшӑннӑ, 16 çул Ибрай ял Канашӗн депутачĕ пулнӑ.
Архиповсен виçӗ ача, вӗсем пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ. Хальхи вӑхӑтра вашават хĕрарăм тивӗçлӗ канура. Вӑл ӗç ветеранӗ, унӑн пĕтĕмĕшле ӗç стажӗ 41 çул. Пенсире пулсан та çулĕсемпе çиччĕмĕш теçеткепе утакан хĕрарăм ахаль лармасть: килти ӗçсене тӑвать, пахча çимӗç ӳстерет, алса-нуски çыхать, упӑшкипе пӗрле мӑнукӗсене пӑхса киленет. Юрра-ташша та ӑста. Вӑл тата унӑн Валерий мӑшӑрӗ çине тӑнипе 2008 çулта Çӗньялта «Çӗньял сасси» ятлӑ ветерансен юрӑ ушкӑнӗ йĕркеленнĕ. Хӑйсен пултарулӑхне вӗсем тӑван ялӗнче кӑна мар, ытти кӳршӗ ялсенче те кӑтартаççӗ. Концертсемсӗр пуçне Çӗньял артисчӗсем район тата республика шайӗпе иртекен тӗрлӗ конкурссене те хутшӑнаççӗ.
Валентина Васильевна сӑра тума та ӑста иккен. Унӑн вӑрттӑнлӑхне вӑл хӑйӗн хунямӑшӗнчен вӗренсе юлнӑ. Сӑра ӑсти каласа панӑ тӑрӑх, тутлӑ та техӗмлӗ шӗвек хатӗрлес тесен, 10 литр шыв, пӗр ывӑç типӗтнӗ хӑмла, 1 килограмм салат, лавкаран илнӗ 1 чей кашӑкӗ çӗпре (дрожжи), çур стакан ыраш çӑнӑхӗ тата сахӑр (песук) кирлӗ.
Мӗнрен тытӑнмалла-ха сӑра тума? Малтан хӑмла пуçтарса типӗтсе хумалла. Ӑна август уйӑхӗ вĕçлениччен тата тӑм ӳкиччен пуçтармалла, кая юлсан вӑл вӗçсе-тӑкӑнса пӗтет. Кил-çурт таврашӗнче хӑмла ӳсмест пулсан, вӑрманти те юрать.
Хӑмласӑр пуçне сӑра валли салат хатӗрлемелле: урпана е ыраша пӗрер савӑта ярса ӑшӑ шыв ӑшӗнче пӗр талӑк шӳтермелле. Ун хыççăн тырра шывран сӗрсе илмелле те такана е шӑналӑк çине хурса ӑшӑ çӗрте тытса шӑтармалла. Урпа шӑтсан, ӑна кӑмакара е духовкӑра типӗтмелле, çунса ан кайтӑр тесен пӑтратса тӑмалла. Ун хыççӑн типӗтнӗ урпана дробилкӑпа вӗтӗ кӗрпе пуличчен авӑртмалла. Ӗлӗкрех ку ӗçе хӗрарӑмсем ал арманӗпе тунӑ. Ку вара урпа салачӗ пулать. Ыраш салатне те çавӑн пекех тумалла. Хатӗр салата кӑштах шыв ярса çӑрмалла та пылакӗ хытӑрах тухтӑр тесе пиçнӗ сахӑр кӑшманӗпе хутӑштармалла. Хальхи вӑхӑтра кӑшман вырӑнне хӑш-пӗр çынсем пиçнӗ панулми е кишӗр яраççӗ. Пӑтӑ евӗр хатӗр салата пашалу пек уйӑра-уйӑра кӑмакара е духовкӑра темиçе хут типӗтмелле. Юлашкинчен «пашалусене» варринчен çурса е касса лартмалла, çапла вӑл лайӑхрах типсе хытать. Ку вара сӑра çӑкри пулать. Лайӑх типсессӗн, вӑл çулталӑкӗпех упранать, сӑра тунӑ чух усӑ курмалли лайӑх хатӗр шутланать.
Сӑра тунӑ ӗçре тата тепӗр кирлӗ япала вӑл – çӗпре. Ун валли çур литр кӗрекен кӗленче банка ӑшне пӗр апат кашӑкӗ сахӑр, пӗр чей кашӑкӗ çĕпре, çур стакан ыраш çӑнӑхӗ ярса пӑтратмалла та ӑшӑ çӗре лартса йӳçӗтмелле. Çӗпре ӑнсан вӑл хӑпарса каять.
Игорь ПЕТРОВ, истори наукисен кандидачӗ,
Ӗпхӳ хули.
Малалли хаçатăн 8№.
Читайте нас: