Çак кун, яланах кирек кампа та уçă кăмăлтан чуна уçса калаçакан хаклă та аслă юлташăмăр пиртен 16 çул каялла уйрăлса кайнă пулсан та, йышлă халăха пуçтарчĕ. Мероприятие ĕç кунĕнче тата кăнтăрла йĕркелени те, тулта çил-тăман алхасни те чăрмав пулмарĕ. Ăна асра тытса сума сăвакансем Çтерлĕ хулипе районĕсĕр пуçне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен (Ĕпхÿпе Пелепей, Салаватпа Ишимбай хулисенчен) килсе çитнĕ.
Юбилей каçне вырăнти «Тавах» халăх эстрадăпа фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Ольга Иванова) «Шыв хĕрринче» халăх юррипе уçрĕ. Уяв каçне ертсе пыракансем Ольга Ивановапа Наталья Леонтьева (юбилярăн кинĕ) пухăннисене çыравçăн кĕске биографийĕпе паллаштарнă май, сăмах «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн ертÿçине Микул Ишимбая пачĕç. Николай Демьянович литпĕрлешĕве йĕркеленĕ кунран пуçласа (1988 çул) мĕн виличчен Николай Леонтьевич сăмах ăстисен пĕрлĕхĕн яваплă секретарĕ пулнине, ун урлă вуншар çыраканăн ал çырăвĕсем иртнине, кашнин валлиех мехел çитернине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл ĕçтешĕ хăш чухне тĕлĕкре тĕлленни, паянхи кун юнашар çуккишĕн тунсăхласа кулянни çинчен пĕлтерчĕ.
Николай Леонтьев пурăннă чухне аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытнă, кирлĕ вăхăтра çамрăк ăсчахсене вырăнлă канашпа пулăшнă. Вăл каланă сăмах пуриншĕн те усăллă та пĕлтерĕшлĕ, эмел вырăнне пулнă. Çакна уява Ĕпхÿрен килнĕ Ирина Сухарева истори наукисен докторĕ, Çтерлĕри Лариса Коротаева филологи наукисен кандидачĕ палăртрĕç. Ирина Витальевна хăй юрăсем кĕвĕленĕ май юбилярăн сăввисемпе çырнă юрăсене шăрантарчĕ.
Пурнăç çулĕ вăл такăр мар, çавăнпа та аслинчен вĕренмеллине, ăша хывмаллине асра тытмалла. Ун чухне эсĕ йанăш çул суйласа илмĕн. Маншăн çавăн пек вĕрентекенсенчен пĕри вăл - Николай Леонтьевич, манăн ентеш, аслă тус тата ĕçтеш. Çавăнпа та унăн умĕнче пуç таятăп, лăпкă çывăр тесе хама-хам лăплантаратăп. Манпа килĕшсе çак шухăшах юбилей каçĕнче «Сельские нивы» Çтерлĕ район хаçачĕн ĕçченĕ Фирюза Шагбалова, «Шуратăлăн» паянхи яваплă секретарĕ Геннадий Челпир çыравçă, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин палăртрĕç. Вĕсене те пысăк чĕреллĕ сăмах ăсти кулленхи пурнăçра сахал мар ыррине, пахине вĕрентнĕ иккен.
Асăну мероприятине ачасемпе çамрăксем хутшăнни хăйне евĕр илем кÿчĕ, пуянлатрĕ. Тĕрлĕ конкурссен дипломанчĕ Арина Казакова ташша яра пачĕ, Елисей Иванов юбилярăн «Чĕрĕп» сăввине (ăна Любовь Афлятунова поэт куçарнă) вырăсла вуларĕ, Николай Леонтьевичăн мăнукĕн ачи Иван Панченко юрă шăрантарчĕ, Анастасия Петрова студентка «Кай-кай Ивана» юрăпа савăнтарчĕ. Çтерлĕ районĕнчи Рощинскинчен килнĕ «Парне» ушкăнăн (ертÿçи – Татьяна Кудрина) ăсталăхне те куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Уяв каçĕнче, паллах, сцена çинче сăмах илекенсем Н.Л.Леонтьевăн мăшăрĕ, Галина Александровна, ячĕпе ăшă та чĕререн тухакан сăмахсем каларĕç, чĕрĕ чечексем парнелерĕç. Вăл та парăмра юлмарĕ:
- Юратнă та хаклă мăшăрăм пиртен уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулсан та эсир манăн Кольăна манманшăн пысăк тав. Сире пурсăра та пурнăçра Турă сыхлатăр, пулăшса пытăр, - хумханса чунне уçрĕ тăлăх арăм.
Эпир вара, Николай Леонтьевăн пĕр шухăшлă тусĕсем, сире Галя аппа, ватлăх кунĕсенче тимлĕхсĕр хăвармасса сăмах паратпăр.