Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн районсенчи уйрăмĕсен председателĕсем сахал мар ĕç туса ирттереççĕ, хăйсен вăхăчĕсене шеллемесĕр ыттисемшĕн тăрăшаççĕ. Анчах вĕсене тав тума, ырă сăмахсем калама кашнинчех майне те, мехелне те тупаймастпăр.
Федоровка районĕнчи чăвашсен Канашне 2010 çултанпа Анна Ремпель ертсе пырать. Анна Васильевна районти Хĕрарăмсен канашĕн, муниципаллă Федоровка район администраци çумĕнчи Общество канашĕн членĕ.
Паянхи кун Федоровка районĕнчи чăвашсен канашĕ 2403 чăваша пĕрлештерсе тăрать. Çакă районти халăхăн (кунта пурĕ 25 тĕрлĕ халăх пурăнать) 11,9%. Анна Васильевна палăртнă тăрăх, Федоровка чăвашĕсем кирек хăçан та ытти халăхсемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă, пурăнаççĕ, пурăнĕç те.
Çак ĕçре пултаруллă хĕрарăма РФ тата ЧР Писательсен союзĕсен, Фатых Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, сахал мар кĕнеке авторĕ Аркадий Русаков çыравçă тата ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 200 ытла юрă сăввисен авторĕ Зинаида Семенова (Сурпан) поэтесса пулăшса пыраççĕ. Анна Васильевна каланă тăрăх, чăваш халăх культурине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Тус-тăван» вокал ансамблĕн ертÿçи Светлана Юдина, Урал ялĕнчи «Мерчен» фольклор ансамблĕн ертÿçи Вера Семенова тата ыт.те сахал мар ĕç тăваççĕ. Районта халăх уявĕсене – «Йăх-несĕл уявĕ», «Сÿс явни», «Кĕтÿ кăларни», «Çăварни», «Нартукан», «Мăнкун» - йĕркелесе ирттереççĕ. Ертÿçĕ хĕрарăм хăйсене ялан пулăшса пыракан район администрацине, çаплах Людмила Даниловапа Алевтина Русакована, Валентина Григорьевапа Ирина Борисована тав сăмахĕ калать. Унсăр пуçне «Гермес» предприяти, «Азат» ООО ертÿçисене Ильгам Бакиевпа Джони Бохуана, уйрăм предпринимательсене Ринат Юсупова («Ихлас» магазин), Альфинур Мухаметзянована («Уют» магазин), Резеда Сагитована («Шатлык» магазин) ырă та ăшă сăмахсемпе асăнать.
Иртнĕ çул Федоровка çĕрĕ «Шуратăл» литпĕрлешÿ 30 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ Чăваш Ен çыравçисен Пушкăртстанри культура тата «Тăван Атăл» кунĕсем вăхăтĕнче хăнасене çÿллĕ шайра кĕтсе илчĕ.
Сăмаха малалла тăснă май, Анна Васильевна чăвашсенчен нумайăшĕ тăван чĕлхепе калаçма пăрахни, çынсем пĕр-пĕринпе ытларах вырăсла сăмахлани çинче чарăнса тăчĕ. Çак пулăм тăван чĕлхене çеç мар, пĕтĕм наци культурине тĕп тăвасси патне илсе çитерме пултарнине палăртрĕ. Канаш хастарĕсене пăшăрхантаракан тепĕр тема - халăх ĕçкĕпе иртĕхни.
- Симĕс çĕлене пула çынсем ĕçе тухмаççĕ, хирĕçеççĕ, çапăçаççĕ, çемьесем арканаççĕ, - куляннине пытармасть манăн ĕçтеш.
Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ - ПР чăвашсен Канашĕн çирĕп никĕсĕсенчен пĕри. Вăл 1990-мĕш çулсенче ĕçлеме тытăннă. Пишпÿлек районĕнче 36% чăваш пурăнать. Вĕсене пурне те Вера Васильева тата унпа пĕр шухăшлă çынсем пĕрлештерсе тăраççĕ. Вăл çак эстафетăна чăвашсемшĕн, тăван районĕшĕн чунне паракан Иван Никитинран йышăнса юлнă. Шел, Иван Витальевич пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр.
Канаш хастарĕсем район ĕç-хĕлĕнчен пăрăнса юлмаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем тăван чĕлхепе культурăна сыхласа хăварас тĕлĕшпе те нумай ĕç тăваççĕ. Районта çулсерен «Ĕмĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре» девизпа чăваш чĕлхи кунĕсем иртеççĕ. Районти 12 шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Шкул ачисем тăтăшах олимпиадăсемпе конкурссенче, ăмăртусенче парнеллĕ малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çак çитĕнÿсене тума çамрăк ăрăва пултарулăх ĕçне явăçтарни те, халăх уявĕсене хутшăнни те, хамăр халăх йăли-йĕркисене вĕренни те, мухтавлă ентешсене асра тытни те пулăшать. Чăваш хастарĕсем çине тăнипе Пăслăк ялĕнче паттăрсене асра тытса аллея лартнă, шкулсенче паллă ентешсен, чи пултаруллă шкул выпускникĕсен кĕтесĕсене уçнă. Районта çулсерен иртекен «Шурçăл» ачасемпе çамрăксен фестивалĕ пултаруллă чăваш ачисене пĕр тĕвве пухать, туслаштарать.
Вăрах вăхăт хушши Давлекан тăрăхĕнчи Чуйăнчă-Николаевка шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Ирина Ильина Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашне йĕркеленĕ кунранах унăн йышĕнче. 2006 çултанпа Ирина Сергеевна районти Канаш уйрăмĕн пайташĕ. Ялти тата район шайĕнчи пĕр мероприяти те Канашăн хастарĕсемсĕр иртмеççĕ. Ирина Сергеевнăна çак ĕçре шкул коллективĕ пулăшса пырать. Вăл Л.М.Кузьминапа Г.Л.Петрована, Г.А.Лаврентьевапа М.И.Филиппована, Л.Н.Петровапа Н.А.Дмитриевана, С.М.Ивановапа Н.И.Яковлевана пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать. Ирина Сергеевнăна пур ĕçре те унăн мăшăрĕ Анатолий Павлович пулăшса пырать. Унсăрăн пур çĕре те çитсе пулмĕччĕ. Тăван чĕлхе кунĕ те, «Пирĕн çăлкуç. Фольклорпа паллашатпăр» Пĕтĕм Раççейри акци те, «Халăх культурин çăлкуçĕ патне» кĕнеке куравĕ, кулленхи пурнăçра усă куракан авалхи япаласен тата ал ĕçĕсен выставкине йĕркелесси те, этнографи фестивалĕсемпе пултарулăх каçĕсем те – пурте йĕркелÿçĕсем лартнă тĕллевсене, тăван чĕлхене упрассипе аталантарассине, пурнăçа кĕртеççĕ. Районти чăвашсен Канашĕ тăван чĕлхене сахал мар тимлĕх уйăрать. Сăмахран, Чуйăнчă-Николавкăра пур ача та чăвашла пĕлÿ илет. Çĕнĕ Янбеково шкулĕнчи ачасен 58% чăвашла вĕренет. Пурĕ районта 152 чăваш ачи тăван чĕлхене ăша хывать. Районта чăваш хаçат-журналне çырăнтарас ыйтăва та айккине пăрса хăвармаççĕ.
Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн районти уйрăмĕсен членĕсен ĕçĕсемпе планĕсем, тĕллевĕсем сахал мар.
Пурнăçра пĕр-пĕр çынпа тĕл пулни ахальтен мар теççĕ. Çак хĕрарăмсем нумай çул хушши пирĕнпе пĕрле пулнишĕн эпир чунтан савăнатпăр. Вĕсене иксĕлми вăй-хăват, çемьере килĕшÿпе ăнлану, ăнăçу сунатпăр.
ПР чăвашсен канашĕн председателĕ.