Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
6 Мартӑн 2019, 12:54

Пуçа усман Валя аппа

Валентина Андреева Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнче пысăк та нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕ‚ Василий Антонович‚ 12 çултах тăлăха тăрса юлнă. Ӳссе çитĕннĕ каччă пулас арăмне Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ăхпуçĕнче тупнă. Çамрăк мăшăрăн ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Василий çĕнĕ пурнăçăн хастар строителĕ пулнă: бригадир‚ каярах колхоз председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Вăрçă пуçлансан‚ фронта кайнă‚ командир туртине туртнă. Çапăçусенчен пĕринче Василий Антонович аманса плена лекнĕ. Ăна табак туртманни кăна сывă тăрса юлма пулăшнă. Мĕншĕн тесен туртакансем хăйсен апат паекне махоркăлла ылмаштарнă. 1946 çулта килне таврăннă‚ каярах ăна Сталинград хулине юсаса çĕклеме янă. Унта фронтовик 1947 çулччен пулнă. Вăрçă тата плена лекни Василий Антоновичăн сывлăхне хавшатнă‚ вăл вăрах пурăнайман.
Валентина вăрçă вĕçленнĕ хыççăн 1949 çулта çут тĕнчене килнĕ. Апла пулин те вăрçă йывăрлăхĕсем унăн пурнăçне те пырса тивнĕ. Ашшĕ çĕре кĕрсен, аслă аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем хăйсем çемье çавăрса килтен тухса кайнă. Килĕнче пĕчĕк Валентинăпа амăшĕ çеç тăрса юлнă. Хĕрарăм колхозра ĕçленĕ, çити-çитми пурнăçпа пурăннă. Валентина ялти шкулта пĕлÿ илнĕ‚ унтан кÿршĕ яла çÿренĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлÿ илес тесе Приютово поселокне кайнă. Унта Надежда аппăшĕ патĕнче пурăннă. Хĕр ача шкул вĕренсе пĕтерсен каялла амăшĕ патне яла таврăннă. Ялта çамрăк хĕре клуб заведующийĕ пулса ĕçлеме чĕннĕ. Мĕншĕн тесен Валентина ачаранах питĕ илемлĕ юрланă.
Ĕçре вара çамрăк хĕр чунне парса ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе пысăк праçниксене халалласа концертсем иртнĕ‚ агитаци ĕçĕсем пурнăçланнă‚ фермăра тата йĕтем çинче ĕçлекенсем валли концерт номерĕсем хатĕрленĕ. Çак ĕçсене пурнăçлас тесен‚ çынсемпе ĕçлеме пĕлмелле‚ талантлă юрăçăсемпе музыкантсене шыраса тупмалла пулнă. Ялта кун пеккисем пур‚ анчах вĕсем сцена çине тухма именеççĕ. Валентина вара вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Çамрăк хĕр шкул ачисемпе те çыхăнăва татман‚ вĕсене концерт номерĕсем хатĕрленĕ чухне те явăçтарнă. Çамрăк клуб заведующийĕ хăйĕн ушкăнĕпе район шайĕнче иртекен конкурссене хутшăннă‚ çывăх ялсенче концертсем кăтартнă. Колхоз ертÿçисем хĕрĕн ĕçне тивĕçпе хак панă‚ ăна Мускава кайма тÿлевсĕр путевка парса чысланă. Валентина пĕрремĕш хут ВДНХра‚ В.И.Ленин мавзолейĕнче тата Мускаври ытти паллă вырăнсенче пулса курнă. Асăннă çулçÿрев çамрăк хĕрĕн чĕринче тарăн йĕр хăварнă.
Пурнăç малалла шунă. Пĕррехинче кĕтмен тĕлпулу Валентинăн пурнăçне тĕппипех улăштарнă: купăспа калама ăста Иван каччă хĕрĕн чĕрине парăнтарнă‚ ăна тăван килĕнчен уйăрнă. Çамрăксем Кăратмасра‚ Иванăн тăван ялĕнче‚ çемье çавăрнă. Çакăнтах вĕсен аслă ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ. Темиçе çултан Андреевсем Пелепей хулине куçса килме шут тытнă. Кунта вĕсем илемлĕ те хăтлă çурт хăпартнă, часах амăшне те ялтан куçарса килнĕ. Кукамăшĕ Вячеславпа Ваня мăнукĕсене савăнса кăмăлтан пăхнă. Валентина Васильевна вара хăйĕн амăшĕшĕн чунне пама хатĕрскер уншăн тивĕçлĕ те ватлăхра кирлĕ тимлĕхпе ăшă туйăм уйăрнă. Сакăр вун икĕ çула çитеймен кинемейĕн чунĕ хĕрĕн аллинчех тухнă.
Çĕнĕ вырăнта та çамрăк хĕрарăм алă усса ларман. Вăл «Автонормаль» завода ĕçе вырнаçнă‚ мĕн пенсие тухиччен çавăнта вăй хунă. Ĕçре те‚ пурнăçра та чăваш хĕрарăмĕ ĕçченлĕхпе‚ тăрăшулăхпа тата çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе уйрăлса тăнă. Коллективра ăна хисепленĕ, ыттисемшĕн вăл ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн В.В.Андреевана темиçе хутчен Хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Чи пĕлтерĕшли вара «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçни.
Валентина Андрееван юратнă айкашăвĕ (хобби) ал ĕç тăвасси пулнă. Каçсерен‚ ĕçрен пушаннă вăхăтра‚ вăл мăшăрĕпе ывăлĕсем валли чăлхасем‚ свитерсем çыхнă. Чылай вăхăт хĕрарăм кавирсем тĕрленĕ. Вăл хăйне килĕшекен эрешсем шутласа кăларнă‚ кирлĕ çипписене хатĕрленĕ. Тĕрлесси вăл - питĕ те чăкăлтăш ĕç. Ăна пурнăçлама тимлĕх‚ тăрăшулăх тата чăтăмлăх кирлĕ. Валентина Андреева тĕрленĕ кавирсем тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. Чылай чухне ĕçсен авторĕ хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Наталья СЕМЕНОВА.
Пелепей хули.
Малалли хаçатăн 10№.
Читайте нас: