Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
6 Мартӑн 2019, 13:57

Вырăнти влаçпа общество пĕр кÿлĕмре

Хутран-ситрен сиксе тухакан йывăрлăхсене пăхмасăр, чăваш общество юхăмĕ малалла аталанать. Сăмахран, ПР чăваш культура обществи саккун ыйтнă пек районсемпе хуласенчи уйрăмĕсенче пухусем ирттерет. Вĕсен ĕçне районти муниципаллă пĕрлĕхсен администраци ертÿçисем хутшăнаççĕ, çавăн пекех республикăри конференцине хутшăнма делегатсем суйлаççĕ.

Февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хăмăшлă ялĕнчи Культура çуртĕнче Ĕпхÿ районĕнчи чăваш культура обществин пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Хăмăшлă‚ Булгаково‚ Ольховое‚ Зубово‚ Нижегородка тата Дмитриевка ялĕсен çыннисем хутшăнчĕç. Пухăннисем хушшинче çамрăксем те пулни савăнтарчĕ.
Пухăва Ĕпхÿ районĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Люция Ризванова‚ район Канашĕн секретарĕ Валерий Сидоров, культура управлениĕн ертÿçи Ольга Просалова тата ял Канаш администрацисен пуçлăхĕсем пуçаруллă хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисем умĕнче тухса сăмах каларĕç. Валерий Александрович вара залра ларакансене чăвашла хĕрÿллĕ тухса калаçнипе тĕлĕнтерчĕ.
Ĕпхÿ районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ Татьяна Петрова отчетлă докладра районта чăваш культурине ура çине тăратнин ĕçне туллин уçса пачĕ. Кĕске вăхăтра икĕ пултарулăх ушкăнĕ – «Хăмăш» тата «Шанчăк» ансамбльсем – йĕркеленĕ. Кунта кăмăла çĕклекен чи паха ен – нумай йышлă пулни тата çамрăксем хутшăнни. Татьяна Евгеньевна тĕллевсене пурнăçлас тесе тăрăшмалла тенине Булгаково ял Канашĕн пуçлăхĕ Александр Мельников та ырласа йышăнчĕ. Ĕпхÿ районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ çине тăнипе культура çуртне кирлĕ кадрсемпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун вăл хуларинчен нимпе те кая мар пулса тăнă.
Пухура культурăпа тата искусствăпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне сентябрь уйăхĕнчен шкулсенче наци вĕрентĕвне кĕртес ыйту çинче те чарăнса тăчĕç. Культура обществин председателĕ шайĕнче кашни ачан ашшĕ-амăшĕпе калаçусем ирттермелле‚ чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекенсене ĕçе чĕнсе илмелле тесе палăртрĕç.
Доклада сÿтсе явнă çĕрте Леонид Михайлов тата Владимир Иванов (Ĕпхÿ хулинчи ЧНКА председателĕ) тухса сăмах каларĕç. Вĕсем пухăва хутшăнни малашнехи ĕçре Ĕпхÿ хулипе районĕ хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессе шанатпăр.
Çавăн пекех пухура вырăнти обществăн ĕç тăвакан канашне суйларĕç. Унта районти чăваш ялĕсенчи представительсем кĕчĕç. Çакă малашлăхра мероприятисене йĕркелес ĕçре оперативлăх енчен пулăшу парĕ.
Ӗç тăвакан канашăн членĕсене вара республикăри чăваш культура обществин конференцийĕн делегачĕсем пулма палăртрĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ‚
ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Ĕпхÿ районĕ. Хăмăшлă ялĕ.
Малалли хаçатăн 10№.
Читайте нас: