Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
13 Мартӑн 2019, 18:08

Чĕрчунсене юратмалла. Владимир Дуров актер пек

Шаран районĕнчи Паскай (Базгиево) ялĕнчи вулавăшра театр çулне халалласа «Театр тĕнчи пирĕншĕн хăйĕн вăрттăнлăхне уçать» ятлă театрализациллĕ кăтарту лартса панă.

Мероприятие хутшăнакансем‚ ачасем‚ мĕн вăл театр тата театрализациллĕ кăтарту мĕнле пулмалли ăнлавсемпе паллашрĕç. Унсăр пуçне вĕренекенсем çĕнĕлĕхсем те пĕлчĕç. Сăмахран‚ театрта рольсене çынсем кăна мар‚ пуканесем те‚ чĕрчунсем те выляма пултараççĕ. Ачасене уйрăмах «Дуров асаттен кĕтесĕ» - Мускаври чĕрчунсен театрĕ - интереслентерчĕ. Чăнах та‚ вăл хăйне евĕр тĕлĕнмелле çурт‚ тĕнчере ун пекки çук та пулĕ. Кунта çынпа çут çанталăк хушшинче килĕшÿлĕх хуçаланать‚ юмахпа халап çума-çумăн пурăнаççĕ. Илемлĕ театр тĕнчипе паллашнă хыççăн ачасем чĕрчунсене Владимир Леонидович Дуров актер пек ырăпа тата юратса пăхмалла тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.
Çамрăк куракансене пукане театрĕ питĕ кăсăклантарчĕ. Ачасем пуканесем тĕрлĕ материалтан пулма пултарнине пĕлчĕç: тăмран‚ картонтан‚ ахаль хутран. Вулавăш ĕçченĕ шăпăрлансене пукане театрне хутшăнма сĕнчĕ. Вĕренекенсем хаваспах «Хĕрлĕ калпак» спектакле лартса пачĕç: Хĕрлĕ Калпак тата хаяр кашкăр сăнарĕсене пуканесем урлă калăпларĕç. Çавăн пекех «Çарăк» юмаха та выляса кăтартрĕç. Антракт вăхăтĕнче вара куракансем хаваслă ташăсем ташларĕç.
Мероприяти вĕçĕнче ачасем «Театр ăсти» ятлă викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Куракансем, çамрăк артистсен пултарулăхне хак парса, тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ.
Читайте нас: