Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
13 Мартӑн 2019, 19:09

Чи ватă та аслă пĕрлĕх малаллах ăнтăлать

Март уйăхĕн 1-мĕшĕнче ПР Вĕрентÿ институтĕнче Пушкăртстанри чăвашсемшĕн пĕлтерĕшлĕ событи, ПР чăваш культура пĕрлĕхĕн отчетпа суйлав пухăвĕ, пулса иртрĕ.

Унта республикăри 18 районпа хуларан 110 çын хутшăнчĕ. Республикăри чăваш культура обществи (вăл чи ватă та аслă пĕрлĕхсенчен пĕри - ред.)йышĕнче 1200 çын шутланать. Унăн уйрăмĕсем регионти 24 хулапа районта вырнаçнă. Асăннă пĕрлĕх никĕсĕ çинче А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен канашĕ йĕркеленнĕ. Вăл та ăнăçлă ĕçлет.
Мероприяти чăваш халăх ĕçлев ÿнерĕн япалисемпе тата тĕрлĕ плакатсемпе илемлетнĕ залра чăваш писателĕ, композиторĕ, музыканчĕ Ф.Н. Вуколов-Эрлик çинчен фильм кăтартнинчен пуçланчĕ. Унпа Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н.Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи М.А. Николаева паллаштарчĕ.
Конференцие тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсенче тăрăшакансем, регионти общество организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Салам сăмахĕсемпе ПР чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ В.В.Викторов, ПР Вĕрентÿ институчĕн проректорĕ С.Б. Баязитов, ПР Культура министерствин тĕп специалисчĕ З.Х.Хайруллина, Ĕпхÿ хула администраци уйрăмĕн пуçлăхĕ З.М. Ханнанова, Туркмен центрĕн президенчĕ С.Х.Шанглиев, Сомони ячĕллĕ Таджик центрĕн председателĕн çумĕ Б.Т. Джалолов тухса калаçрĕç. Вĕсем хыççăн ПР Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕн çумĕ А.Р. Кулдавлетова сăмах илчĕ. Вăл чăваш общество юхăмне хастар хутшăнакансене чысларĕ.
РФ Патшалăх Думи, ПР Халăхсен ассамблейин председателĕ З.Я. Рахматуллинан, Шупашкар хулинчи Пушкăртстанри чăвашсен ентешлĕхĕн (вăл ПР ЧКОн филиалĕ) председателĕ В.В. Ванюшинăн конференци ячĕпе çырнă салам çырăвĕсене В.П. Иванов вуласа пачĕ.
Отчетлă докладпа пухăннисене ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П.Михайлов паллаштарчĕ. Вăл пĕрлĕх пурнăçа кĕртнĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăммăн илес пулсан, общество пуçарăвĕпе республикăра 70 пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ, клуб учрежденийĕнче тăрăшакан 50 ытла çын Пушкăрт культура тата искусство колледжĕнче вĕренсе тухнă. Виçĕ çул хушшинче республика шайĕнче вунă, çĕр ытла районпа хула мероприятийĕ иртнĕ. Пирĕн артистсем Раççейри 17 регионти мероприятие хутшăннă.
Общество тивлечĕпе «Ял клубĕ» проектпа килĕшÿллĕ икĕ ял клубне (Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç тата Ишимбай тăрăхĕнчи Васильевка ялĕнчи клубсем) тĕпрен юсанă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе Çтерлĕ районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ И.П. Петровапа Ишимбай районĕнчи чăваш культура обществин председателĕн çумĕ Р.В. Андреева чăваш хастарĕсем те нумай тăрăшрĕç.
Çитĕнÿсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те пур-ха. Республикăри чăваш çамрăкĕсене ташă искусствине вĕрентессине тата наци пĕлĕвĕ парас ĕçе аталантарассине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Унсăр пуçне культура учрежденийĕсем валли специалистсем хатĕрлес ыйту та çивĕч тăрать. Çитменлĕхсен сăлтавĕ вĕрентÿ комиссийĕ хăй тĕллевĕсене çителĕклĕ пурнăçламаннипе те çыхăннă пулĕ. Апла пулсан ку ĕçе ПР ЧНКАпа пĕрле пурнăçламалла.
Доклада сÿтсе явас ĕçе Ф.Н.Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи М.А. Николаева, «Травы Башкирии» ООО директорĕн çумĕ Л.Г. Наумов, Çтерлĕ районĕнчи Ямансас шкулĕн вĕрентекенĕ Е.Г. Филиппова, Ишимбай районĕнчи Петровка ял хутлăх администрацийĕн ĕçĕсене илсе пыракан Н.В. Жуков, Авăркас тăрăхĕнчи общество хастарĕ И.В. Ефимов хутшăнчĕç. Иван Васильевич тăван чĕлхене вĕрентес ĕç йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине палăртрĕ, Меселпуç ялĕнчи авариллĕ клуба юсаса çĕнĕрен уçас ĕçе мĕнле те пулсан вырăнтан хускатма пулăшу ыйтрĕ.
Конференци пĕрлĕхĕн Тĕп канашне 55, Ваттисен канашне 13, ревкомиссие 3 çынна суйларĕ. ПР Чăваш культура обществин председателĕн лавне малашне те Юрий Павлович Михайлов туртĕ. Унăн çумĕсем В.П. Иванов, Т.Е. Петрова, О.А.Иванова, И.Л. Ворошилов, Г.С. Тимофеев, А.Н. Русаков, Л.Н. Павлова пулĕç.
Пуçару ушкăнĕ ятĕнчен Л.П. Михайлов тухса калаçрĕ. Вăл ПР Чăваш пĕрлĕхне ПР ЧНКА йышне кĕртме сĕнчĕ. Çак сĕнĕве пăхса тухма, кирлĕ пек йышăну тума обществăн Тĕп канашне шанчĕç.
Пур ыйтăва та сÿтсе явнă, панă сĕнÿсене шута илнĕ хыççăн ПР ЧНКАн отчетпа суйлав пухăвне хутшăнасси пирки калаçса татăлчĕç. Унта кашни районпа хула пĕрлĕхĕнчен икшер делегат кайĕ.
Конференци пысăк концертпа вĕçленчĕ. Унта хăйсен пултарулăхне Т.Е. Петровапа вăл ертсе пыракан ушкăн, В.С. Антоновпа «Пилеш» ушкăн, Л.П. Михайловпа «Элем» ансамбль, Галина Яковлева, Геннадий Вуколов, Александр Герасимов, Гульназ Бадалова, Эльвира Слюсаренко уйрăм юрлакансем паллаштарчĕç. Концертра чăваш, вырăс, пушкăрт тата итали юррисем янăрарĕç.
Ирина КУЗЬМИНА,
Калинин районĕнчи
чăваш вырсарни шкул директорĕ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: