Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
13 Мартӑн 2019, 13:53

Валентина Никитина – конкурс финалисчĕ

Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Торатау» Конгресс-холра «Хĕрарăм – наци амăшĕ» III республика конкурсĕн лауреачĕсене чысласси иртрĕ. Конкурс çĕнтерÿçисемпе финалисчĕсене ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабировăн мăшăрĕ Каринэ Хабирова, «Единая Россия» партин ĕçтăвком ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕн çумĕ Рустэм Ахмадинуров, биатлон енĕпе Олимп чемпионĕ ята тăватă хутчен çĕнсе илнĕ Александр Тихонов, ПР тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен ĕçченĕсем саламларĕç.

«Хĕрарăм – наци амăшĕ» конкурса хĕрарăм тăрăмне (статусне) ÿстерес, вĕсене республикăри политика тата общество пурнăçне хастартарах хутшăнма хавхалантарас тĕллевпе йӗркеленĕ. Çак сумлă конкурса хутшăнма кăмăл тунисем тĕрлĕ номинацисенче пурĕ 300 заявка панă. Чăвашсенчен мероприятие «Сарпике» ПР чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн членĕ, Авăркас районĕнчи Юламан шкулĕнче истори тата общество предмечĕсене вĕрентекен Валентина Никитина («Хĕрарăм – лидер» номинаци) хастар хутшăнчĕ. Валентина Львовна финалист дипломне тата «Единая Россия» партин ĕçтăвкомĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.
В.Л.Никитина вăтăр çул педагогика анинче тăрăшать, шкулăн общество пурнăçне хастар хутшăнать. Мăшăрĕпе Константин Витальевичпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Асли – Надежда, врач невролог. Кĕçĕнни, Софья, Пушкăрт патшалăх университечĕн студентки. Вăл ÿкерессипе, алă ĕçĕсем тăвассипе, халăх ташшисемпе интересленет.
Конкурс çĕнтерÿçисемпе финалистсене пушкăрт эстрада çăлтăрĕсем, Халăх инструменчĕсен наци оркестрĕ тата Пушкăрт патшалăх филармони артисчĕсем саламларĕç.
Мероприяти пуçланиччен пуçтарăннисем «Торатау» Конгресс-холăн фойинче халăх промыслисен, наци тумĕсен капăрлăхĕпе, апат-çимĕç выставкипе паллашрĕç.
Валентина Львовнăна хавхалантарма Конгресс-хола ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская та килнĕччĕ.
Людмила БАДРЕТДИНОВА,
ПР чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» канашĕн председателĕ.
Читайте нас: