Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
20 Мартӑн 2019, 18:04

«Березка» - ял историйĕн пĕр пайĕ

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕ çитес çул хăй юбилейне палăртма хатĕрленет. Çавна пула вырăнти общественность «Тăван кĕтес: пĕлни тата пĕлменни» вулавăш проекчĕ тăрăх тĕпчев ĕçĕ ирттерет. Архив докуменчĕсем тата ваттисем каласа панă тăрăх, ял историйĕн çĕнĕрен те çĕнĕ страницисем уçăлаççĕ. Тĕпчев ĕçĕсене аталантарма вырăнти учрежденисен ертÿçисем те пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Паян сире «Березка» ача сачĕпе паллаштаратпăр.

Кăçалхи çулăн декабрь уйăхĕнче «Березка» ача сачĕ хăй юбилейне паллă тăвĕ. Вăтăр пилĕк çул хушшинче вăл ура çинче çирĕп тăнипе кăна мар‚ вăрăм çул утса иртнипе те палăрса тăрать: вĕрентÿ опытне анлăлатнă‚ ĕç пахалăхне ÿстернĕ‚ пултарулăх енĕсене шыранă‚ пурлăх никĕсне лайăхлатнă. Асăннă тапхăрта шкул çулне çитейменнисене пĕлÿ паракан учреждени воспитателĕсем 350 яхăн ачана тивĕçлĕ те кирлĕ воспитани панă. Паянхи кун воспитанниксем атте-анне пулнă май‚ хăйсен ачисене «Березка» ача садне çÿретеççĕ.
Ача сачĕ – ачалăхăн савăнăçлă пайĕ. Вăл ĕмĕрлĕхех асăнмалăх тăрса юлать. Пирĕн ача сачĕн истори никĕсĕ 1982 çулпа çыхăннă. Шăпах çак çул «Комсомолец» колхоз пуçарнипе тата В.П.Алексеев строительсен бригадин ертÿçи тăрăшнипе ача садне хăпартма тытăннă. 1984 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче вăл пĕрремĕш хут ялти пĕчĕк ачасемшĕн алăкне уçнă. Ун чухне 50 пепке валли пĕрремĕш Çĕнĕ çул елки ирттернĕ. Тимешре ача сачĕ уçăлни ялшăн чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри пулса тăнă. Мĕншĕн тесен арçынсем кăна мар‚ çамрăк хĕрарăмсем те (ачисене ача садĕнче хăварса) колхозра ĕçлеме пултарнă.
Учрежденин пĕрремĕш заведующийĕ Раиса Кузьминична Яковлева пулнă. Унччен маларах вăл ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Хĕрарăм çине коллектива йĕркелес‚ ача садне кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерес тата медицина пулăшăвне вăхăтлă парас ĕçсем тиеннĕ. Раиса Кузьминична ертсе пынипе коллектив çĕнĕ çуртăн кашни кĕтессине хăйĕн аллипе илемлетнĕ: йывăç хунавĕсемпе тĕмсем тата клумбăсем туса чечексем лартнă‚ сюжетлă, дидактика тата хусканса вылямалли вăйăсем валли оборудованисем хатĕрленĕ‚ çĕленĕ. Аслисем тăрăшнипе ача сачĕн çĕнĕ пурнăçĕ вĕресе тăнă‚ ачасен савăнăçлă сассисем янранă...
1985 çулхи сентябрь уйăхĕнче пуçлăх эстафети ăшă та ырă кăмăллă‚ ăста ертÿçĕ Елена Николаевна Сергеева аллине куçнă. Вăл ертсе пынипе коллектив Л.Васильеван «Воспитание и обучение детей в детском саду» программипе ĕçлеме тытăннă. Елена Николаевна воспитанниксене чĕрери юратăвне‚ ачашлăхне тата ăшшине парнеленĕ.
Хăй ĕмĕрĕн тăваттăмĕш пайне Вера Петровна Константинова медицина ĕçĕн ветеранĕ ачасене халалланă. Вăтам медицина пĕлĕвне алла илнĕ хĕрарăм воспитанниксен сывлăхне упранă. Медсестра ĕçĕсене тунисĕр пуçне‚ пĕр вăхăт вăл ача сачĕн заведующийĕ те пулса ĕçленĕ. Унтан пĕчĕк пепкесен ушкăнĕнче воспитатель ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Кĕçĕн ачасен ушкăнĕ Вера Петровнана питĕ юратнă‚ хисепленĕ. Вĕсем тату пурăнса тата тăрăшса ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тунă. Воспитатель кăмăлĕпе ырă та ачаш‚ ачасене юратакан çын пулнă. В.П.Константинова тăрăшнипе ачасем пĕрремĕш пĕлÿ илнĕ‚ тавра курăмне анлăлатнă.
Вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ‚ физкультура учителĕ профессине алла илнĕ Зинаида Клавдиевна Чуркина, 30 çул ытла тăван «Березкăра» вăй хунă. Воспитатель пулса ĕçленĕ май‚ мĕн пур воспитанниксен ытларах пайне вăл пăхса ÿстернĕ. Зинаида Клавдиевнан ĕç опычĕ пуян пулнă. Çавăнпа çамрăк ăрăва‚ ĕçтешĕсене‚ хăй опычĕпе паллаштарнă.
Воспитателе пулăшакан тивĕçсене 30 çул ытла Любовь Витальевна Садинова пурнăçласа пырать. Вăл хăйĕн воспитанникĕсене таса та тирпейлĕ çÿреме хăнăхтарать. Ăна ашшĕ-амăшĕсем шăпăрлансене куллен кун тăрăшса, чунне парса пăхнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.
Ача садĕнче ĕçлекенсенчен чи асли Роза Рифкатовна Петрова шутланать. Вăл ача садне пуçарса янăранпа‚ 30 çул ытла‚ тивĕçлĕ канăва тухиччен ĕçленĕ. Малтан Р.Р.Петрова ясли ушкăнĕнче ача пăхакан (няня) ĕçĕсене туса пынă‚ унтан шăпăрлансем валли апат пĕçернĕ. Роза Рифкатовна - питĕ ĕçчен‚ хăй ĕçне лайăх пĕлекен çын. Унăн апачĕ яланах тутлă та сĕтеклĕ пулнă. Мĕншĕн тесен вăл апата пĕтĕм чунне парса пĕçернĕ.
Малалли хаçатăн 12№.
Зульфия АЛЕКСЕЕВА‚
аслă воспитатель.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА,
вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ‚ Тимеш ялĕ.
Читайте нас: