Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
20 Мартӑн 2019, 14:06

Тăван чěлхене пěлни пурне те кирлě

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни ҫулах февраль уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Раççей шайĕнче «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ӑмӑрту-вӑйӑ конкурсě иртет. Пӗрремӗш хут ăна 2004 ҫулта йĕркеленӗ. Çак ăмăртăва Пӗтӗм тӗнчери «Кенгуру» (математика), «Русский медвежонок» (вырӑс чӗлхи) конкурссемпе танлаштарма пулать.

Конкурса Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерстви, «Хӗрарӑмсем наукӑра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ йěркелесе ертсе пыраççě. Ǎмǎрту ачасен тавракурӑмне аталантарма пулӑшать, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма май парать, тӑван чӗлхене хисеплеме, унӑн илемлӗхне туйса илме хӑнӑхтарать.
2019 çулта ачасем хӑйсен ӑс-тăн ҫивӗчлӗхне «Чӗвӗлти чӗкеҫре» февраль уйăхĕн 8-10 мӗшӗсенче кӑтартрӗҫ. Пирěн шкултан 35 вěренекен тата 4 вěрентекен хутшǎнчěç.
Кăçал унǎн йӗрки кӑштах урӑхларах пулчӗ. Пӗрремӗшӗнчен, вӑтӑр ыйтуран вуннӑшӗ Чӑван Ен историйӗпе тата культурипе тачӑ ҫыхӑннӑ, ыттисенче чӑваш чӗлхипе тата лингвистикӑпа пухнӑ пӗлӗве кӑтартмаллаччӗ. Иккӗмӗшӗнчен, конкурс йěркелӳçисем ашшӗ-амӑшӗпе шкул хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлăлатнипе пěрлех ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пуласса шанса вӑйӑ ыйтӑвӗсене килте хуравлама ирěк пачěç. Ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнчен, кукамӑш-кукашшӗнчен пулӑшу ыйтма, кирлӗ информацие Интернетра, словарь-справочниксенче шырама пултарчěç. Ыйтусене ачисемпе пӗрле хуравлани ашшӗ-амӑшне тавракурӑма пуянлатма та, ывӑлӗ-хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме те пулӑшать-çке. Çавǎнпа та çак енчен пăхсан конкурсǎн витĕмĕ пысǎк пулнине палǎртмалла. Виççěмěшěнчен, вǎйǎ-ǎмǎрту вӗрентекенсем хушшинче те иртрě. Унта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенĕсем кӑна мар, чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланакан ытти предмет учителӗсем те хастар хутшӑнчěç.
Вӑйӑ-ăмăрту пӗтӗмлетӗвне классем, районсем, регионсем тӑрӑх пӑхса тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене йӑлана кӗнӗ йӗркепе Чӑваш чӗлхи кунӗнче (апрелĕн 25-мĕшĕнче) чыслӗҫ.
Николай ГЛУХОВ,
Çĕньял шкулĕн директорĕ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: