Курпунлă шăна 2-3 см тăршшĕ, çиелтен пăхсан улма-çимĕç шăнине (красная дрозофила) аса илтерет, анчах куçĕсем хура, кăкăр пайĕнче палăрмаллах курпунĕ пур. Вырăнтан вырăна чупа-чупа куçать. Айккинчен пăхсан сикет тейĕн. Çак шăнасем вырăнтан вырăна тĕрлĕ йышши транспортпа, кайăксемпе (тĕккисем ăшне кĕрсе ларса) хăвăрт куçса çÿреççĕ. Пирĕн пата уйрăмах тĕрлĕ улма-çимĕçпе, пиçсе çитсе пăсăла пуçланă бананпа, пĕр хутчен çеç мар усă куракан таса мар курупкăсемпе килеççĕ. Ӳссе çитĕннĕ шăнасем çынсемшӗн хăрушă мар. Унăн хурчĕсем вара пăсăлакан, çĕрекен япаласем тата ытти те ăшĕнче аталанса, çынсене тата выльăх-чĕрлĕхе чир ертме пултараççĕ. Вĕсем 5 мм таран ÿсеççĕ. Ытларах кивелнĕ сойăра, çăнăхра, сырта, типĕтнĕ пулăра, çĕрекен çĕрулмире тĕл пулаççĕ. Курпун шăна хурчӗсем пурăнакан тĕп вырăнсен шутне çаксене кĕртмелле: çĕрекен ÿсен-тăранпа кăмпасем, вилнĕ пай ураллисемпе (членистоногие) моллюскăсем, выльăх-чĕрлĕхпе çынсем тула тухнă каяшсем, тĕрлĕ вилесем. Вӗсем вазелинпа гуталин таранах çиме пултараççĕ.
Сиенлĕ енĕсем: çак шăнасем çынсене тĕрлĕ паразит чирĕсем ертме пултараççĕ. Хуртсем таса мар апат-çимĕç урлă çын ăшне лексе тĕрлĕ сурансем, куç витти (роговица), шăкпа ар органĕсем çинче вырнаçма пултараççĕ. Унсăр пуçне шăна холера чирне те салатать. Вăл ăшă тата нÿрĕ сывлăша юратать. Çавăнпа та пÿлĕмсене пĕр май уçăлтармалла, çитĕнсе çитнĕ шăна-пăвана тытма çыпăçтармалли лентăсем çакмалла, кил-çурта таса тытмалла, пăсăлакан-çĕрекен япаласене вăхăтлă асăрхаса тăмалла.