Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
27 Мартӑн 2019, 16:44

Масар çинче çуралнă проект

Пурнăçăн кашни тапхăрĕ хăйне евĕр йĕр хăварать. Çăпата ĕмĕрĕсĕр çут калуш та пулман. Апла пулсан тĕрлĕ саманан вăл е ку тапхăрне кивелнĕ япалана кăларса пăрахнă пек часах манăçа кăлараймăн. Уйрăмах çакă паттăрсен ячĕпе çыхăннă чухне «астăвăм» тени тĕрлĕ уй-шухăшпа пуçа «пăралать».

Çитес çул Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве 75 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май, советсен вăхăтĕнчи «Никама та манман, нимĕн те манăçман» текен йĕркесем паянхи ăрăва пархатарлă ĕçсем тума хистеççĕ. Вулакана эпир вĕсенчен пĕринпе Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономийĕн тата чăвашсен Канашĕн ветерансен комиссийĕсен председателĕн, Чечен Республикинчи хĕç-пăшаллă хирĕç тăрусене хутшăннă Борис Гордеев полицин отставкăри полковникăн обществăшăн пĕлтерĕшлĕ «Асра тытмалла» («Чтобы помнили») проекчĕпе паллаштарасшăн.
- Борис Ефимович çак ĕçе пуçăнма сире мĕн хистерĕ?
- «Асра тытмалла» проекта масар çинче çуралнă шухăшсем теме те пулать. Чăн та, малтанах масар тесен кирек кама та шикленÿллĕ сивĕ туйăмсем хупăрласа илеççĕ. Анчах та хăрама кирлĕ мар, эпир пурте унта каймалли çынсем. Чи кирли вăл çын вилсен ăна асра тытасси, унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе мăнаçланасси тата çамрăк ăру патне илсе çитересси. 2015 çулта эпир, чăваш халăх академикĕ Иван Тарасов, медицина наукисен кандидачĕ Иван Борисов тата эпĕ, Ĕпхÿри Сергиевск масарĕ çинче паллă математикăн П.М.Мироновăн вил тăприне шыраса тупма палăртрăмăр. Анчах та шырав вăхăтĕнче кĕтмен-туман çĕртен Ермеккей районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ Семен Акимович Иванов генерал-майор ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна килсе тухрăмăр. Çакăн хыççăн унăн çывăх çыннисемпе тăванĕсене шырама тытăнтăмăр. Ĕпхÿ хулинче никама та тупаймарăмăр. Эпир пĕлнĕ тăрăх, генерал демобилизаци хыççăн 1955 çулта тĕп хулан Советски районĕнче пурăннă. Шырав ĕçĕнче Пушкăртстанри çар комиссариачĕ те пулăшаймарĕ. Пире канăç паман ыйтусенчен пĕри çакă пулчĕ – енчен те паллă çар çыннин тăванĕсем пур пулсан унăн вил тăприне мĕншĕн кирлĕ пек пăхса тăмаççĕ? Ăна тасатса, тирпейлесе тăманни çийĕнчех куçа курăнчĕ. Унсăр пуçне вил тăпри тавра тытнă карта та кивелсе сиенленнĕчĕ. Эпир ун чухне Офицерсен союзĕпе А.Г.Николаев ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен, саккуна сыхлакан органсен тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансем никам хушмасăрах çак сăваплă вырăна йĕркене кĕртрĕмĕр: вил тăприне çÿп-çапран тасатса картана сăрларăмăр. Халĕ йăлана кĕнĕ тăрăх, майăн 9-мĕшĕнче тата сентябрь уйăхĕнче СССРпа Япони хушшинчи вăрçă вĕçленнĕ кун чĕрĕ чечексем хурса генерал умĕнче пуç таятпăр. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Семен Акимович 1-мĕш Инçет Хĕвелтухăç (Дальневосточный) фронтĕнче 35-мĕш арми командирĕн çумĕ (штаб пуçлăхĕ) пулнă.
- Эпĕ ăнланнă тăрăх, вăл е ку сăлтавсене пула общество хăйĕн геройĕсене манăçа кăларни сире тарăн шухăша янă. Çав шухăшах совет саманинчи «Никама та манман, нимĕн те манăçман» девиза каялла тавăрма хистенĕ пулса тухать?
- Тĕрĕс сăмахсем. Эсир çакна сăнанă-и е çук – обществăра пĕр-пĕр механизм йĕркеллĕ ĕçлемесен, астăвăм тени сÿнме пуçлать е пачах пăчланать. Ку вăл ырă пулăм мар. Общество аталанăвĕпе тĕпчев ĕçĕсем çырнă май, эпĕ кирек мĕнле пĕрлĕхре те ĕçе аялтан пуçласа мĕн çÿле çитиччен системăласа йĕркелемелле тесе шутлатăп. Шăпах çавăн пек шухăшсем пуçа пырса кĕнĕ чухне çитменлĕхсене шăв-шав çĕклемесĕр, лăпкă лару-тăрура татса пама майсем пур-ши тесе уйлатăп. Мĕншĕн тесен хирĕçÿсене кĕрсе хамăрпа пĕр шухăшлă çынсене те кÿрентерме пултаратпăр. Вĕсем те обществăн кăлтăкĕсене курса пирĕн пекех пăшăрханаççĕ-çке. Наука (социологи управленийĕ) енчен пăхсан çак проблемăна эпир ăнăçлах татса патăмăр.
- Иванов генерала асăнса тунă пархатарлă ĕçсем вăл канлĕх тупнă вырăна тирпей-илем кÿнипе кăна вĕçленмен.
- Çапла. 2017 çулта октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче унăн тăван ялĕнче, Ермеккей районĕнчи Хурамал ялĕнче, асăну хăмине уçрăмăр. Çак ĕçе тума тÿрремĕнех хутшăннăшăн хама мăнаçлă туятăп. Чăн та, ермеккейсем хăйсен паттăрĕсене чыслама, асра тытма пĕлеççĕ. Çак кун Ĕпхÿрен килнĕ делегаци районти Çарпа истори паркне курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Тĕп хулара çеç мар, аякри ялсенче те асăну паркĕсене çÿллĕ шайра йĕркелеме пултараççĕ иккен. Ĕçе пĕлсе тата чуна парса тусан.
- Сирĕн проектра çамрăксене патриотизмла воспитани парасси тĕп вырăн йышăнать. Тепĕр тесен воспитани ĕçĕ вăл шкулсен, вĕрентÿ заведенисен ĕçĕ темелле. Вĕсем уншăн шалу илеççĕ, эсир вара волонтерсен шайĕнче пилĕк аватăр. Çакă мĕнрен килет?
- Пурăнан пурнăçа яланах укçа-тенкĕпе виçсе пулмасть. Тепĕр чухне шалта чĕре хушнине те итлемелле. Ырă ĕç тума çын нихăçан та кая юлман. Волонтерсем пирки сăмах хускатрăр пулсан манăн иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин ырă ĕç тăвакансен форумĕнче каланă йĕркесене аса илес килет: «Сĕн, хутшăн тата пуçланине вĕçне çитер» («Предлагай, участвуй и добивайся»), - терĕ вăл. Эпир 2017 çултанпах çак девизпа пурăнатпăр. Пирĕншĕн республикăри шкулсене тухса тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕнĕ пулăм. Паянхи кун тĕлне вĕсем Ермеккейпе Пелепей, Иглин районĕсенче, Ĕпхÿ хулинче тата ытти тăрăхсенче иртнĕ. Ман шутпа, тăван çĕршыва юратакан кашни яш-хĕр çĕршыв хÿтĕлевçи пулмалла. Хÿтĕлевçĕ яланах пакунлă çын пулнă. Çавăнпа та çамрăк ăру умĕнче çар тумĕ тăхăннă çын тухса сăмах калани чылай витĕмлĕрех те вырăнлăрах. Эпир çакна яланах асра тытатпăр.
Малалли хаçатăн 13№.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: