Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
3 Апрелӗн 2019, 13:37

Виçĕ ăру пурнăçа виççĕлле хак пачĕ

Нумаях пулмасть Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» чăваш наци культурин центрĕнче «Виçĕ ăру тĕлпулăвĕ» мероприяти иртрĕ. Ăна «Илем» ансамблĕн ертÿçи Нина Никитинапа çак йĕркесен авторĕ ертсе пычĕç.

Вăл мĕнпе çыхăннине мероприяти ячĕ хăех каласа парать. Виçĕ ăру тĕл пулчĕç çак кун: аслисем, вăталăххисем тата кĕçĕннисем.
Чи аслисен шутĕнче Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан 80 çултан иртнĕ Зинаида Алексеевна Никитинапа Ярмулай ялĕнчи Михаил Петрович Сидоров пулчĕç. Ахальтен чĕнмен çак каçа икĕ сумлă ватта. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе вĕсем халăх хушшинче палăрма пултарнă. Вĕсене эпир хисеплетпĕр те, юрататпăр та. Михаил Петровичпа Зинаида Алексеевна пире хăйсем çинчен тата ĕлĕкхи вăхăтра мĕн ĕçлесе, мĕнле кăмăл-туйăмпа пурăнни çинчен каласа пачĕç.
Вăталăххисен ушкăнĕ «Илем» фольклор ансамблĕн хастарĕсенчен тата тăватă ача садĕнче ĕçлекен воспитательсенчен йĕркеленчĕ. Илемçĕсем куракансене хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Ку çеç мар, вĕсем куçа илĕртекен тумне те хăйсен аллипех тăваççĕ иккен. Акă, тĕслĕхрен, Ирина Константиновна Иванова хушпу мĕнле тунипе, ăна мĕнле илемлетнипе паллаштарчĕ. Валентина Арсентьевна Никитина масмак, Мария Ивановна Ильзотова чĕрçитти, Анастасия Ефимовна Борисова кĕпе мĕнле çĕлесе илемлетни çинчен каласа пачĕç.
Зала илемлетме выставка та йĕркелерĕмĕр. Унта «Илем» ушкăнри Лидия Мингазова тата Валентина Никитина хутшăнчĕç. Пĕрремĕшĕн пĕчĕк ачасем валли çыхнă япаласем пулчĕç, иккĕмĕшĕн вара вак шăрçасенчен тунă турăшсем. Наци культурисен центрĕнчи клуб йĕркелĕвĕсен ертÿçи Марина Денисова хăйĕн чăваш тĕррисене курава тăратрĕ. Эпĕ те хамăн ăсталăха кăтартма кăмăл турăм, хаçатран тунă трубкăсене (плетение из газетных трубочек) авса тĕрлĕ япала ăсталарăм. Вĕсен шутĕнче юрта та, илемлĕ хĕр те, тĕрлĕрен карçинккасем те пур. Ача сачĕсен воспитателĕсем чăваш кружокне çÿрекен ачасен тумне хăйсемех илемлетеççĕ, кирлĕ пулсан çĕлеççĕ те.
Хулари ача сачĕсенчен тăваттăшĕнче чăваш кружокĕ ĕçлет. Унта çÿрекен ачасем мероприятире чи кĕçĕннисем пулчĕç. 1№ «Айгуль» ача сачĕн ачисем хăйсен воспитателĕпе, М.А.Куляковăпа, куракансене ташăпа саламларĕç. 23№ ача садĕнчи шăпăрлансем (воспитателĕ Ирина Николаевна Шевелева) сăвăсем каласа пачĕç. Çавăн пекех 26№ ача сачĕн воспитанникĕсем (Наталья Валерьевна Гордеева) вăйă кăтартрĕç, пур ачана та выляттарчĕç. 36№ ача сачĕн ачисем (Светлана Павловна Егорова) юрă шăрантарчĕç.
Пелепейри 15№ вăтам шкулта вĕренекен Алиса Кириллована та палăртса хăвармалла. Вăл куракансене «Пукане» ятлă юрă юрласа савăнтарчĕ.
Вăхăт пĕр шелсĕр малалла шăвать. Çапах та чăвашсен ырă йăли-йĕрки ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка куçса пырать. Çак тĕлпулу шăп та лăп кĕçĕннисене аслисенчен ырă йăласене курса, вĕренсе юлма пулăшрĕ пулĕ тесе шутлатăп.
Марина КУЛЯКОВА,
«Айгуль» ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей хули.
Читайте нас: