Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10 Апрелӗн 2019, 13:40

Кĕтнĕ ывăлăн шăпи

Паянхи кун Кăратмасра Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă пĕр сывă çын та юлман. Вĕсен ĕçĕсене ачисемпе мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Сăмахран‚ ялти Яков Васильева вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех фронта ăсатнă. Салтак-шофер темиçе хут аманнă пулин те Германинех çитнĕ.

1945 çулхи апрельте Берлин çывăхĕнче тепĕр хут аманнă, Çĕнтерĕве Сызрань хулинчи госпитальте кĕтсе илнĕ. Тăван яла 1946 çулта çеç таврăннă. Килте мăшăрĕпе виçĕ хĕрĕ чăтăмсăр кĕтни те хаяр вăрçă хирĕнче сывă юлма пулăшнă пулĕ.
Вăл яланах ывăл çинчен ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕчĕ пурнăçланнах. 1953 çулхи ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче çут тĕнчене пиллĕкмĕш ачи‚ ывăлĕ‚ килнĕ. Ăна Коля ят панă. Ашшĕпе амăшĕ 4 хĕрĕпе пĕртен-пĕр ывăлне шутсăр юратса çитĕнтернĕ. Çавăнпа Коля йĕркеллĕ те тирпейлĕ‚ аслисем пекех тăрăшуллă та ĕçчен пулса çитĕннĕ.
Çиччĕ тултарсан вăл ялти шкула çÿреме пуçланă. Кăратмасри 8 класлă шкула пĕтерсен Ермеккейĕнчи вăтам шкулта тата 2 çул ăс пухнă. Мĕн ачаран тĕрлĕ конструктор пуçтарма юратнă, ним çукран кирлĕ япала тума вĕреннĕ. Шкулта ытларах физика урокĕсене кăмăлланă. Вуннăмĕш класс хыççăн вара Пелепейри СПТУра электрика вĕреннĕ. 1971 çулхине алла диплом илсен тăван районĕнчех ĕçле пуçланă. Эрехĕрри‚ Енкрел‚ Спартак ялĕсенче вăй хунă. Çĕнĕ çул хыççăн Пишпÿлек районĕнчи «Демский» совхозра электролинейщик пулса тăрăшнă.
1972 çулхи май уйăхĕнче вара салтак аттине тăхăннă. Каменка хулинчи ракета чаçĕнче хĕсметре тăнă. Виçĕ уйăх радиотелеграфиста вĕреннĕ. Морзе азбукине паянхи кунччен те асра тытать: тĕрлĕ сигналсем пама‚ вĕсене йышăнма пĕлет. Унтан Йошкар-Ола çывăхĕнче çар базине сыхланă. Салтак тивĕçне пурнăçласан 1974 çулхине тăван килне таврăннă, икĕ уйăх токаре вĕреннĕ. Тепĕр виçĕ çултан кÿршĕ ял хĕрĕпе Вальăпа çемье çавăрнă. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕр хуçалăх тытса килĕштерсе пурăннă. Çамрăксен çемйинче хĕрпе ывăл (Наташăпа Андрей) çитĕннĕ. Анчах çемьере пĕр-пĕрне ăнланманни палăра пуçланă. Çемье саланнă. Çак вăхăтрах Кольăн ашшĕ те çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă. Ватă амăшĕ час-часах чирленĕ. Коля вара тăван ялĕнчех çитĕннĕ тепĕр Валентинăпа (унăн мăшăрĕ вилнĕ‚ 3 ачапа тăлăха юлнă) тепĕр хут çемье çавăрнă. Часах амăшĕ те çĕре кĕнĕ. Çĕнĕ çемьере Мария çуралнă. Валентина Георгиевнăпа Николай Яковлевич килĕштерсе пурăннă. Çĕнĕ çурт хăпартнă‚ ачисене çитĕнтернĕ. Килте тулли хуçалăхпа пурăннă: выльăх-чĕрлĕх‚ хурт-хăмăр чылай тытнă. Мăшăрĕ‚ Валентина Георгиевна‚ ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Николай тăван колхозра электромонтер пулса вăй хунă. Фермăра‚ ял хушшинче‚ йĕтем çинче‚ пур çĕрте те çутă тĕрĕс-тĕкел пултăр тесе тăрăшнă. 60 çул тултарсан тивĕçлĕ канăва тухнă.
Ачисем çитĕнсе хăйсен çемйисене çавăрнă ĕнтĕ. Аслă хĕрĕпе ывăлĕ Мтищинче‚ кĕçĕн хĕрĕ Мускавра пурăнаççĕ. Николай Яковлевич икĕ хут кукаçей пулма ĕлкĕрнĕ. Асатте пулас ĕмĕчĕ те пурнăçа кĕрессе шанать.
Вĕсем мăшăрĕпе кÿршĕ-аршисемпе те‚ ял-йышпа та килĕштерсе пурăнаççĕ. Мăшăрĕ час-часах хĕрĕ патне Мускава кайса çÿрет. Николай килти хуçалăха йĕркеллĕ те тĕрĕс-тĕкел тытса пырать. «Пурнăçра халиччен те эрех-кăмăшкапа туслă пулман эпĕ. Пус çумне икĕ пус хушма тăрăшн㻂 – тет вăл.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ.
Читайте нас: