Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
16 Апрелӗн 2019, 13:38

Салаватра чăваш сайчěсене тишкернě

Кашни çулах республикăри шкул ачисен наукăсен Кěçěн академийě шайěнче çамрăк тěпчевçěсен конкурсě иртет. Маларах вăл районсемпе хуласенче январь уйăхĕнче «Ăслăлăх тĕнчине çул хыватпăр» («Старт в науку») ятпа иртнĕ.

Кăçал ăна Ĕпхÿри нефтьпе техника патшалăх университечĕн (УГНТУ) Салават хулинчи филиалěнче тата 21-мěш шкулта йěркелерěç. Унта республикăри кашни районпа хуларан 300 ытла шкул ачи хутшăнчě. Пурě 21 предметпа секцисем ěçлерěç. Вěсенчен пěри «Лингвистика тата тăван чěлхесем» секци. Кунта 23 ача хăйсен ăслăлăх ěçěсемпе пушкăртла, тутарла, удмуртла тата чăвашла паллаштарчěç.
Хамăр тăван чěлхепе çырнă наука тишкерěвěсенчен пĕри Çěньял вăтам шкулěнче 9-мěш класра вěренекен Елена Ивановăн ěçě пулчě. Вăл интернетри тěрлě чăваш сайчěсен ěçě-хěлне тишкернě, хак панă, вěсен веб-адресěсене пěр çěре пуçтарнă, кулленхи пурнăçра усă курмалли вырăнне палăртнă. Сумлă жюри Çĕньял хĕр ачин ěçне 2-мěш вырăн парса хакларě.
Николай ГЛУХОВ. Авăркас районĕ.
Читайте нас: