Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
17 Апрелӗн 2019, 14:55

Çуран çÿремен Светлана

Кашни çыннăн тенĕ пекех хушма ячĕ пур. Ермеккей тăрăхĕнче пурăнакансем «Шофер Светлана» тенине илтсен сăмах Енкрел ялĕнчи Светлана Медведкова (хĕр чухнехи Андреева) çинчен пынине тÿрех ăнланса илеççĕ.

Тирпейлĕ те сăпайлă, йĕркеллĕ те пултаруллă, хĕр пек яштака кĕлеткеллĕ тивĕçлĕ канури Светланăна пуçласа куракансем вăл водитель пулса ĕçленине илтсен тĕлĕнсех каяççĕ. Пур енлĕ талантлă хĕрарăм вăл. Енкрелти «Тантăш» фольклор ушкăнне çÿрет. Чăвашла та, вырăсла та, тутарла та юрлать, ташлать. Пĕр-пĕр кулăшла япала çинчен калама пуçласан ăш хытиччен култарать. Килти тулли хуçалăха йĕркелесе тытма та, ачисемпе мăнукĕсене пăхма та ĕлкĕрет.
Çак пултаруллă хĕрарăм 1962 çулхи апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Енкрелти пуçламăш шкулта вĕреннĕ, 4-10 классенче пĕлĕвне Спартакри вăтам шкулта тăснă. Тăван ялĕнчен самаях инçетри яла вĕренме çÿресси çăмăлах пулман. Интернатра та пурăннă. Килне çуран таврăннă самантсем те пулнă. Ачаранах машина таврашĕпе выляма кăмăллаканскерĕн вăхăт иртнĕçемĕн шофер пулас ĕмĕчĕ тата та ытларах çирĕпленнĕ. «Шкул хыççăн шофера вĕренетĕп те пĕрре те çуран çÿреместĕп», час-часах шухăшланă çамрăк хĕр.
Хăй ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Светлана шкул хыççăн Приютовăри автошкула çул тытнă. Май уйăхĕнче вара праваллă шофер пулса тăнă. Малалла вĕренес шухăшĕ те пулнă, анчах амăшĕпе ватă кукамăшне хăйсене çеç хăварма шеллени, вĕсене пулăшас тени çĕнтернĕ. Вун сакăр çул тултарнă хĕр вара тăван «Урожай» колхозра водитель пулса ĕçлеме тытăннă. Çамрăк хĕр арçынсен коллективĕнче 15 çул хушши тăрăшнă. Хăйне яланах тирпейлĕ те сăпайлă тытнă. Хи-хи! те ха-ха! туса çÿреме вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пулман. Коллективра çеç мар, таврара та Светланăна хисеплеме пуçланă. Опытлă водительсем те унпа пĕр тан калаçнă. Тăрăшуллă комсомолкăна 1982 çулхи апрель уйăхĕнче коммунистсен ретне илнĕ. Ун чухне çакă питĕ чыслă пулнă, кашнинех парти ретне йышăнман. Ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн Светлана Андреевана ВЛКСМăн «Молодой гвардеец», «XI пилĕкçуллăх ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» паллисемпе чысланă. Ку вăл 1983 çулхи ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулнă. Хĕр мана мухтаççĕ-ха тесе хăйне мăнна хуман. Тата та тăрăшуллăрах ĕçленĕ. 1986 çулхи августăн 29-мĕшĕнче вара Светланăна «Ĕçре палăрнăшăн» медаль парса чысланă. Ку кăна та мар. Тепĕр çулах, 1987 çулхи апрель уйăхĕнче, çамрăк çĕнтерÿçе комсомолăн XX съездне Мускава кайма делегата суйланă.
Çав вăхăталла Енкрел ялне Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Юра Медведков ĕçлеме килнĕ. Каччă пултаруллă хĕре пĕрре курсах килĕштернĕ. Светлана та ун çине куç хывнă. Çапла çемье çуралнă.
Хуйхăпа савăнăç пĕрле çÿреççĕ тенĕ пек 1987 çулхи январь уйăхĕнче Светланăн амăшĕ сарăмсăр вилсе кайнă. Ун хыççăн çамрăксем ватă кукамăшĕпе пĕрле пурăна пуçланă. Çав çулах, кĕркунне, çут тĕнчене пĕрремĕш ачи, Марина хĕрĕ, килнĕ. Тепĕр икĕ çултан Никита ывăлĕ çуралнă. Ĕçрен хăраса тăман Юрăпа Светлана пысăк та хăтлă çĕнĕ çурт хăпартнă.
1993 çулхи май уйăхĕнче Медведковсен çемйи тепĕр çухатăва чăтса ирттернĕ. Светланăн 88 çулпа пыракан кукамăшĕн ĕмĕрлĕхех куçĕсем хупăннă. Пурнăç малаллах шунă. Светăпа Юра колхоза ĕçе çÿренĕ, ывăлĕпе хĕрĕ те майĕпен çитĕннĕ.
Медведковсем ачисене те хăйсем пекех ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ. Марина хĕрĕ Эрехĕрринчи шкул хыççăн Аксеновăри ял хуçалăх техникумне хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе тăван районĕнчех ĕçлеме пуçланă. Мускаври ĕç тата социаллă хутшăнусен академийĕнче куçăн мар мелпе экономиста вĕреннĕ. Халĕ Ермеккейĕнчи «Башкирэнерго» ОООра ĕçлет. Вунă çул каярах хăй çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Сабина хĕрне çитĕнтереççĕ. Никита Ермеккейĕнчи ятарлă пĕлÿ паракан училищĕрен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухса сварщик профессине алла илнĕ. Вăхăт çитсен çар ретне тăнă. Халĕ вăл - тăваттăмĕш разрядлă сварщик. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе тата ывăлĕпе Ĕпхÿре пурăнать. Кукамай, асанне пулнă Светлана Минибаевна пĕр вăхăт та ĕçсĕр лармасть. Ларма майĕ те çук. Тăватă ĕне, 2-3 пуç лаша, 30 яхăн сурăх тытаççĕ вĕсем. Çулла пулсан чăххи-чĕппине, хур-кăвакалне йышлă усраççĕ. Пысăк хуçалăхра техника та çителĕклĕ: икĕ трактор, утă çулмалли, пуçтармалли, купаламалли агрегатсем пурте хăйсен. Çăмăл машини те пур, паллах. Светлана час-часах Приютовăна, Пелепейне сĕт-çу, хăйма, тăпăрчă сутма çÿрет.
- Хамăршăн анчах мар, ачасене пулăшас тесе çапла хуçалăх тытатпăр, - тет лара-тăра пĕлмен кукамай-асанне. Хĕрĕпе ывăлĕ те парăмра юлмаççĕ, тăван килне çитсе ашшĕ-амăшне пулăшма васкаççĕ. Мая кинĕпе Рамиль кĕрÿшĕ те хăйсем пекех кăмăллă та пултаруллă, ĕçчен çынсем.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ,
Енкрел ялĕ.
Читайте нас: