Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
17 Апрелӗн 2019, 12:52

Ялăн пултаруллă çынни

Кашни çын хăйне евĕрлĕ пултаруллă. Çут çанталăк панă таланта аталантарас тесен çыннăн нумай тăрăшмалла. Çапла тума кашниех пултараймасть.

Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕ питĕ илемлĕ вырăнсемпе тата ăраскаллă çынсемпе пуян. Ырă ĕçсем тăвасси те çынсене пулăшассипе çыхăннă. Ялта‚ пĕр енчен пăхсан‚ нимĕнпе палăрман çын пурăнать пек. Анчах унпа çывăхрах паллашсан вăл пултарулăх сферине кăмăлланине пĕлетĕн. Вăл ăна ытахальтен кăмăлламасть иккен‚ хăй те юрă-кĕвĕпе тачă çыхăннă. Çак çын – Владимир Александрович Григорьев. Вăл Мелеcпуç ялĕнче 1953 çулхине февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Шăпах çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче.
Юрă-кĕвве юратма Владимира ашшĕпе амăшĕ хăнăхтарнă. Çемьере аслисем юрлама тарават пулнă. Пĕчĕк Володя вара вĕсене итлеме питĕ кăмăлланă. Халăх юррисен тăсăмлă кĕвви ачан чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл пĕчĕкренех хут купăс тата баян калама вĕреннĕ.
Аккомпаниатор чи кирлĕ профессисенчен пĕри шутланать. Вăл юрлакана кĕвĕ çемĕпе чун кĕртет. Репецити мĕнле иртесси те унран нумай килет. Концертсем пирки вара калама та кирлĕ мар.
2011 çултан пуçласа Владимир Александрович хăйĕн чĕри туртнипе «Чашлама» вокал ушкăнĕнче аккомпаниатор пулса тăрăшать. Вăл кашни концертра тата район шайĕнче иртекен фестивальсенче‚ конкурссенче пирĕн ушкăна юрă-кĕвĕ енчен пысăк пулăшу парать. Ăста кĕвĕçĕ алла баян илсен пирĕн юрлас кăмăл çĕкленет.
Пĕр сăмахпа каласан‚ ялти клуб çурчĕпе ял культури пултаруллă çынсем çинче тытăнса тăрать.
Алена ЕРЕМЕЕВА, Мелеспуçĕнчи клуб ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: