Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
24 Апрелӗн 2019, 14:42

Пелепейсем Владимир Яковлевах шанчĕç

Çак кунсенче Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономин отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ.

Вырăнти чăваш хастарĕсем юлашки пилĕк çул хушшинче тунă ĕçсене хак пачĕç. Вĕсемпе пухăннисене тĕплĕнрех вырăнти ЧНКА ертÿçи Владимир Яковлев паллаштарчĕ. Çур сехете тăсăлнă докладра ытларах сăмах тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă йывăрлăхсем пирки тата ачасемпе çамрăксен «Силпи асамачĕ» тавра пычĕ. Каярах тухса калаçакансем те вĕрентÿ ыйтăвне çĕклерĕç. Сăмахран, хулари чăваш гимнази директорĕ Елена Петрова хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тата ĕçре ура хуракан самантсемпе (кунта чăваш чĕлхине вĕрентме çĕнĕ кĕнекесем çукки чăрмав кÿрет) паллаштарчĕ. Чăн та пĕлÿ çурчĕ çĕнĕ вырăна куçнă хыççăн кунта юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çак тĕллевпе патшалăх 22 млн тенкĕ нухрат уйăрса панă. Халĕ пÿлĕмсенче çутă та хăтлă, ачасене пĕлÿ илме пур условисем те пур.
Доклада сÿтсе явма çавăн пекех Рудольф Павлов çыравçă, Михаил Сидоров чăваш наци академикĕ, «Илем» халăх ансамбль ертÿçи Нина Никитина, Ярмулай ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Андрей Яковлев, «Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов хутшăнчĕç.
Иккĕмĕш ыйту пĕрлĕхĕн ертÿçине тата правленине суйласси пулчĕ. Пухăннисем хыçа юлнă пилĕк çулхи ĕç-хĕл тивĕçтернине шута илсе, Владимир Яковлева малашне те председатель пулма шанчĕç. Унсăр пуçне 17 çынран тăракан ĕç органне – правленине – çирĕплетрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ маларах та çак йышра пулнă. Апла пулсан ĕç опычĕ пурри автономи ĕçĕсене тухăçлă та кирлĕ пек йĕркелеме май парĕ.
Пухăвăн резолюцине (унта 11 сĕнÿ кĕнĕ) йышăннă май, чăваш хастарĕсем июнь уйăхĕн 1-мĕшĕччен малашнехи ĕç планне хатĕрлесе çитерме палăртрĕç. Ăна правлени пайташĕсем çывăх вăхăтра пăхса тухса çирĕплетĕç.
Отчетпа суйлав пухăвĕ савăнăçлă та пуян программăллă концертпа тата чăвашлăх ĕçĕнче палăрнисене Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕсемпе чысланипе вĕçленчĕ. Пухăннă халăха «Илем», «Силпи», «Уяв», «Грация» ушкăнсем тата Ярмулайпа Сименкке ялĕсенчен килнĕ уйрăм юрăçсем савăнтарчĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: