Пĕлÿ çуртне кĕнĕ-кĕменех ял çыннисем шкул пурнăçне хутшăнма пултарчĕç. Чи малтанах вĕсем музейра пулса пĕлÿ çурчĕн историйĕпе паллашрĕç. Кунта шкул епле никĕсленнине уçса паракан стендсем, альбомсем сахал мар. Аваллăх çуртĕнче пулнă хыççăн хăнасем класс сехечĕсене хутшăнчĕç. Кашниех вĕренекенсем хамăр историе епле пĕлнине курса ĕненесшĕн пулчĕ. Класс сехечĕсем питĕ интереслĕ иртрĕç. Аслă ăрурисем вĕренекенсене ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕç. Шкул ачисем хăйсене интереслентерекен самантсем пирки ыйтса пĕлчĕç. Малалла пуçтарăннисене ал ĕçĕсен выставкипе, ял историне иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсенчен пуçласа паянхи кунччен сăнласа паракан папкăпа (хаçат-журналсенчен касса илнĕ материалсем), «Янрав» пултарулăх коллективĕн çитĕнĕвĕсемпе паллашма сĕнчĕç.
Тĕп программа хыççăн чаплă концерт пуçланчĕ. Хăйпултарулăх артисчĕсем - ачасем, аслисемпе ватăсем - пурте наци тумĕсемпе. Вĕсем ташланă ташăсем куракансене вăй кĕртсе ячĕç, сăввисем çунат хушрĕç. Юрăсем пĕр чĕлхепе кăна мар, виçĕ чĕлхепе шăранчĕç. Çакă республикăри халăхсем хушшинчи туслăх еплерех çирĕп пулнине çирĕплетсе пачĕ.
Салам сăмахĕсемпе Пелепей районĕнчи ял хутлăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека ертÿçи, район Канашĕн депутачĕ Ирина Кирьянова, Сименкке ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Никитин тухса калаçрĕç. Çавăн пекех пирĕн уявра Буздяк районĕнчен килнĕ хăнасем те пулчĕç. Канлы-Туркеево ялĕнчи культура çурчĕн директорĕ Марат Каримов ял çыннисемпе пĕрле джигит ташшине ташларĕ, «Урал» юрра юрларĕ, курайпа, баянпа тата купăспа каларĕ.
Çак патриотла туйăмпа тулнă мероприяти «Аван-и, çуркунне!» юрă юрланипе вĕçленчĕ.