Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
30 Апрелӗн 2019, 13:19

Чăваш кино эрнине ирттерме сĕннĕ

Апрель уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Ĕпхÿре Пушкăртстанри тата Раççейри тăван чĕлхесене сыхласа хăварас тата аталантарас тĕллевпе Пĕтĕм халăхсен «Çĕр сăмахĕ» («Слово Земли») кинофорум иртни çинчен «Урал сасси» хаçат кĕскен пĕлтернĕччĕ. Унта фильмсене 5 чĕлхепе кăтартрĕç. Çав шутра чăвашла та.

Фестиваль ĕçне пиçсе çитнĕ паллă режиссерсемпе пĕрле пуçламăш утăмсем тăвакансем те хутшăнчĕç. Кинофорум президенчĕ Булат Юнусов çакна палăртрĕ: «Мĕнпур режиссерсем йывăр та сулмаклă икĕ суйлав турĕ витĕр иртрĕç. Вĕсем пурте пултаруллă, хăйсене кино ÿкерес ĕçре ăстаçăсем пек кăтартма пултарчĕç. Кашни фильмра чун ыратăвне, тăван халăхăн шăпипе унăн чĕлхин проблемисене кăтартса панă. Актерсен шухăшĕсемпе ĕçĕсем, йышăнăвĕсем интереслĕ. Вĕсем куракана тарăн шухăша яраççĕ, тыткăна илеççĕ...»
Фестивалĕн сумлă хăнисен шутĕнче «Çĕпĕрти тĕлпулу» («Встреча в Сибири») Пĕтĕм халăхсен документаллă кинофестивалĕн президенчĕ, Раççейри паллă режиссер-документалист Элла Давлетшина (Новосибирск хули), Тутарстанпа Чăваш Енĕн Киноматографистсен союзĕн председателĕсем Ильдар Ягафаровпа Олег Цыпленков тата Светлана Иванова оператор, Турцинче пурăнакан пирĕн ентеш Кирстен Гайнет пулчĕç.
Пăхнă кашни фильм куракансене хăйĕн шухăшне пĕлтерме хистерĕ. Уйрăмах кунта Çтерлĕрен килнĕ хăна, ПР чăвашсен Канашĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Нина Кобцева, хастар пулнине палăртмалла. Вăл пур ĕçсене те курса хак панă май, хăй шухăшланине тÿррĕн те вирлĕн пĕлтерчĕ. Режиссурăра тата сюжетсене йĕркеленĕ чухне куçа курăнакан çитменлĕхсене асăрхаттарма та именсе тăмарĕ.
Чăваш Республикинчен килнĕ хăнасем икĕ фильм кăтартрĕç. Пĕри - Ю.Сергеев режиссерăн чăваш чĕлхине упраса хăварассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене кăтартса паракан «Эткер» («Наследие») документаллă ÿкерчĕк, тепри – А.Митешинăн Пĕтĕм чăвашсен рабочисемпе хресчен депутачĕсен 1-мĕш съездне çутатса паракан (Чăваш автономине никĕслени çинчен) «Хĕрлĕ тинĕсре» («В Красном море») фильм. Иккĕмĕш ÿкерчĕкри ĕçсем 1918 çулхи июнь уйăхĕнче иртнĕ чăваш депутачĕсен съезчĕ тавра аталанаççĕ. Шăпах çĕршывра тата чăваш халăхĕн пурнăçĕнче тĕпрен улшăну пулса иртнĕ вăхăтра. Çак тапхăрта чăваш наци юхăмĕ пĕр-пĕрне тивĕçтермен, тăшмана çаврăннă икĕ пая пайланнă. Асăннă вăхăтри политикăри хирĕç тăру каярах чăваш халăх лидерĕсен (Гавриил Алюнов, Александр Краснов, Агафья Гаврилова, Даниил Эльмен, Дмитрий Юман тата ыттисем те) шăписем çине синкерлĕ витĕм кÿнĕ. Чăваш интеллигенцийĕн шăпи урлă «Хĕрлĕ тинĕсре» фильм хаяр хирĕçÿсене тата пĕртăвансен хушшинче пынă вăрçа пула ăссăрла вилĕмсем пулнине çутатса панă. Сюжета йĕркеленĕ чухне чăн пурнăçри истори докуменчĕсемпе усă курнă. Ăна ÿкернĕ çĕре К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем хутшăннă.
«Эткерте» вара халăх куçса çÿренине, чăваш чĕлхин истори тымарне, унăн йĕркеленĕвӗпе аталанăвне, паянхи кун чĕлхе йывăр лару-тăрăва лекнине кăтартса панă. Çавăн пекех тăван чĕлхепе йăла-йӗркене упраса хăварас тата ăна хамăр ачасем хушшинче ламран-лама куçарас ĕçре чăваш хĕрарăмĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ чĕлхепе çыхăннине тепĕр хут уçса панă. Фильм ÿкернĕ çĕре Чăваш Енĕн паллă ăсчахĕсем хутшăнни паха та вырăнлă пулнă.
Малалли хаçатăн 18№.
Николай ИГНАТЬЕВ.
Ĕпхÿ – Кармаскалă районĕ.
Читайте нас: