«Вилĕмсĕр полк» акци 2011 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Ăна Сергей Лапенков, Сергей Колотовкин тата Игорь Дмитриев Томск журналисчĕсем пуçарса янă. Вĕсем Çĕнтерÿ уявне çултан çул сахалтарах ветеран хутшăннине асăрхаса, хăйсен пурнăçне Тăван çĕршывшăн панă çынсем колоннăпа утчăр, портретсенчен те пулин уяв çине пăхса савăнччăр тесе шутланă.
Ун евĕр акцисем Совет Союзĕнче те иртнĕ. Чи паллăраххисенчен пĕри - 1965 çулта Новосибирскри 121№ шкул ачисем хула урамĕсем тăрăх ветерансен сăн ÿкерчĕкĕсемпе иртни. Ку акцисем ун чухне пысăк масштаблă пулман, мĕншĕн тесен уява çĕнтерÿпе таврăннă фронтовиксем хăйсем хутшăннă. Анчах çулсем иртнĕçемĕн вĕсем сахалланса та сахалланса пынă. 1985 çулта салтаксен мăшăрĕсемпе хĕрĕсем Пермь крайĕнчи Соликамск хула урамĕсем тăрăх хăйсен тăванĕсен портречĕсене йăтса утнă. 1999 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Иерусалимра пурăнакансем совет салтакĕсен портречĕсемпе урам тăрăх иртнĕ. Çакăн евĕр, анчах урăх ятлă акцисене 2004-2006 çулсенче Новокузнецк, Прокопьевск хулисенче йĕркеленĕ. 2006 çулта Ухтара ачасем Ĕмĕрхи çулăм патне вăрçăра вилнĕ салтаксен портречĕсене йăтса тухнă. «Сире стройра улăштаратпăр!» марш 2009 çулта Севастопольте, 2007 çулта Тюменьте иртнĕ. 2010 çулта Мускав мэрĕн çумĕ Людмила Швецова пуçарăвĕпе Мускаври Поклонная тăвĕ çинче ветерансен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса «Пирĕн мăн асаттесемпе асаттесем – Çĕнтерÿ геройĕсем» шестви иртнĕ. «Манăн çемье Тăван çĕршыв летопиçĕнче» конкурса хутшăннă тата малти вырăнсем çĕнсе илнĕ 5000 ытла çамрăк Мир аллейи тăрăх утнă. Пуçарăва Раççейри 20 регионта малалла тăснă. «Çĕнтерÿçĕсен парачĕсем» Хусанта, Кемеровăра, Новосибирскинче иртнĕ. 2012 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Томск урамĕсем тăрăх ултă пин ытла çын утнă. Вĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсен портречĕсене йăтса пынă.
2012 çулхи декабрь уйăхĕнче вилĕмсĕр полк акцие хутшăнма Раççейри 15 хула кăмăл тунă, 2013 çулхи февраль уйăхĕ тĕлне тăватă çĕршыври (Раççей, Украина, Казахстан, Израиль) хуласен шучĕ 30 çитнĕ. 2013 çулта акци Раççейри 120 хулапа ялта иртнĕ. 2014 çулта «Вилĕмсĕр полк» 7 çĕршыври 500 хулана пырса çитнĕ. 2015 çулта акци 17 çĕршыври 1150 хулапа ялта, 2016 çулта 42 çĕршывра кĕрленĕ. Акцие 2013 çулта «Вилĕмсĕр полк» ят панă.
«Вилĕмсĕр полк» акцийĕн паллине (пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр çинче тăрнасем тÿпене çĕкленеççĕ) 2014 çулта шутласа кăларнă.
- Эпир политикăпа пропаганда паллисенчен аякра тăракан, анчах унта истори сĕмĕ шăвăнса кĕрекен, кашни ÿсĕмшĕн те, социаллă ушкăншăн та ăнланмалла эмблема тăвасшăн пултăмăр. Сюжет вырăнне Ян Френкель Расул Гамзатовăн «Тăрнасем» сăвви тăрăх кĕвĕленĕ юрра илтĕмĕр. Ăна вырăсларан Наум Гребнев куçарнă. Сăвва вăрçăра вилнĕ салтаксене халалланă. Çапла пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр çийĕн тÿпене вĕçсе хăпаракан кайăксем çуралчĕç, - тет эскиз авторĕ Алексей Шелепов художник.
2015 çулта Çĕнтерÿ кунне паллă тунă кун Мускаври уява йĕркелекенсем Вилĕмсĕр полк утса иртнине Мускаври Хĕрлĕ площадьре ирттерме сĕннĕ. Çавна май Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин патне Мускаври вилĕмсĕр полк, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ тата Раççей Федерацийĕн общество палати ятĕнчен çыру çырнă. Шăпах çак çул, май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, «Вилĕмсĕр полк» акци пуçласа 70 çулхи Çĕнтерÿ парачĕ хыççăн Мускав урамĕсенче тата Хĕрлĕ площадьре иртнĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.