Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
7 Майӑн 2019, 12:22

«Пĕр ĕмĕре хыçа хăварасчĕ»

- Пурнăçра мĕн курнине каласа парас пулсан вăл пĕр кĕнекене те вырнаçас çук. Самани тĕрлĕрен пулнă, шуррипе хури юнашар çÿренĕ. Халĕ аса илесси çеç юлать, - сăмах çăмхине сÿтме тытăннă май калаçăва пуçларĕ 91 çулхи кинемей. Вăл тăнпа пÿплени, калас шухăша татса та уçăмлă пĕлтерни тата ыйтусем çине тулли хурав пани мана тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Çав вăхăтрах куçĕсенче хĕрÿлĕхпе çивĕчлĕх пурри сисĕнчĕ. Апла пулсан çын хăйĕн шалти шухăш-туйăмĕсемпе çеç пурăнмасть, кулленхи кунĕсем çутă ĕмĕтсемпе тулнă темелле. Çакă пĕр ĕмĕре çывхаракан ÿсĕмри çыншăн чи кирли тата пĕлтерĕшли.

Паллашрăмăр. Ольга Егоровна Иванова Давлекан районĕнчи Чуйăнчă Николаевка ялĕнче пурăнать. Çак ялтах йышлă ачаллă çемьере (пилĕк пĕртăван пулнă) çуралса ÿснĕ. Хĕр ача çемьере чи асли пулнă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Сăмах май ашшĕ, Егор Николаевич, Яппун вăрçине хутшăннă, унтан суккăр пулса таврăннă. Ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн, çав вăхăтри ытти ачасем пекех, хĕр ачан малалла вĕренме тÿр килмен. Пиçсе çитнĕ хĕр пÿне кĕрсен те çемьеллĕ пулма васкаман. Мĕншĕн тесен 19 çулта чухне амăшĕ сарăмсăр вилсе кайнă. Ун чухне чи кĕçĕн шăллĕ, Николай, виçĕ çулта çеç пулнă. Çемье ăшшине упрасси, пĕчĕккисене амăшĕн юрату туйăмне уйăрасси, паллах, пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ.
- Пĕрремĕш мăшăрпа вăрах пурăнаймарăмăр. Çемьере ăнлану пулмарĕ пулмалла. Хуняма та тăтăшах пирĕн хушша кĕретчĕ. Анчах та качча кайсан икĕ çултан хĕр çуралчĕ. Çакă та çемьене упраса хăварма пулăшмарĕ. Уйрăлтăмăр. Пĕчĕк ачапа атте килне таврăнтăм. Тепĕр виçĕ çултан вăл та çĕре кĕчĕ, - кăмăлне хытарса аса илет çамрăк чухнехи кунсене Улька аппа.
1961 çулта вара çамрăк анне хăйĕн телейне тепĕр хут тупнă. Ялти Григорий Ивановпа пĕрлешсе 1997 çулччен килĕштерсе пурăннă, тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Григорий Васильевич Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен 1942 çулта аллине амантса таврăннă пулнă. Вăл Калинин фронтĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă.
Çемьере пĕрин хыççăн тепри ача çуралнине пăхмасăр Ольга Егоровна тăван ялти хуçалăх ĕçне хутшăннă: кăшман ани, йĕтем çинче, уй-хирте вăй хунă. Ялти шкулта та тирпей-илем кÿртес ĕçе пурнăçланă. Кĕскен каласан ĕçчен алла пур çĕрте те ĕç тупăннă. Çав вăхăтрах ачисене те тивĕçлĕ воспитани тата пĕлÿ пама мехел çитернĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем хăйсем те кукамай пулнă ĕнтĕ. Апла пулсан Улька аппа та мăн кукамай ята тивĕçнĕ. Шел пулин те, пилĕк ачаран пĕри - Григорий - йăха тăсаканни вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вăл ялта çеç мар, таврара тесен те йăнăш пулмĕ, чаплă та ăста купăсçă пулнă иккен. Улттăра чухнех хут купăса енчен енне туртма пуçланă имĕш. Нота станне ятарласа вĕренмен пулсан та кирек мĕнле юрра та кĕвĕпе илем кÿме пĕлнĕ. Ыттисем, тăватă хĕр - Екатеринăпа Алиса тата йĕкĕрешсем Галинăпа Валентина - ырă сывă пурăнаççĕ, кашнинех хăйсен çемйисем пур. Вĕсенчен иккĕшĕ тăван ялтах тымар янă пулсан, Алиса Баймак тăрăхĕнче, Валентина Толбазăра тĕпленнĕ. Мăнуксемпе пуян Ольга Егоровна. Вĕсен шучĕ хӗрӗхе çитет.
- Хальхи саманара савăнса кăна пурăнмалла. Пенси вăхăтра параççĕ, пÿрт-çурт ăш-чикки хуларинчен нимпе те кая мар. Ăшă пур, шывĕ юнашарах, тула тухма та картана çÿремелле мар. Хам пĕччен пурăнатăп пулсан та ачасем пăрахмаççĕ, тимлĕх уйăраççĕ. Мана ватă çынна тата мĕн кирлĕ? Çĕр çула çитесчĕ-ха, - тет тыл ĕçĕн ветеранĕ шалти ĕмĕчĕсене уçса панă май.
Малалли хаçатăн 19№.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Давлекан районĕ.
Читайте нас: