Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
7 Майӑн 2019, 14:33

Сидоровсем çĕнтерĕве туптанă

Совет халăхĕ фашистла Германие çĕнтернĕренпе кăçал 74 çул çитрĕ. Çĕнтерÿ çăмăл килмен. Миршĕн тата ирĕклĕхшĕн кашниех, кам хĕç-пăшалпа, кам ĕçпе кĕрешнĕ.

Паянхи кун тĕлне вăрçа хутшăннисем çеç мар, вăрçă ачисем те (чи кĕçĕннисем 74 çулта) юлманпа пĕрех. Анчах вĕсен ячĕсем ачисен, мăнукĕсен, йышлă тăванĕсен чĕрисенче ĕмĕрех асра пулĕç.
Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнчен тăватă çул хушшинче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 217 çын ăсаннă. Хăш-пĕр килĕрен икĕ çын, хăшĕсенчен виççĕ, теприсенчен тăваттă таранах нимĕç фашисчĕсене аркатма тухса кайнă. Васильевсен çемйинчен тăваттăн - Никита, Григорий, Георгий ывăлĕсем тата ашшĕ Семен - алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Шел пулин те, Васильевсене пĕрне те тăван Ярмулай ялне таврăнма Турă пÿрмен. Федоровсен çемйинчен салтак аттине виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ тăхăннă. Илья хыпарсăр çухалнă. Евстафий, Елена тата Иван вăрçăран çар орденĕсемпе тата медальсемпе таврăннă. Ефим Иванович Ивановăн виçĕ ывăлĕ - Леонид, Дмитрий тата Рудольф - паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Леонтий Степанович Сидоровăн çемйинче тăватă ывăл пулнă. Асли (1906 ç.) сывлăхĕ çирĕпех пулманран ĕç армине лекнĕ. Унта тăватă çул таранах çĕнтерĕве туптанă. Яков икĕ вăрçăра пулнă. Малтан финн вăрçинче шурă финсемпе, унтан нимĕçсемпе кĕрешнĕ. Тар (порох) шăршине малтанах шăршласа курнăскер, нимĕçсемпе уйрăмах хастар çапăçнă. Çакна наградăсем пама тăратнă хутсем те çирĕплетеççĕ. «Яков Леонтьевич Сидоров, 1911çулта çуралнă, партие кĕмен, чăваш, сержант, РККАра 1941 çулхи июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен. Глазуново ялне илнĕ чух хăйĕн отделенийĕпе чи малтан тăшман окопĕсене вăркăнса кĕрсе 12 нимĕçе тĕп тунăшăн 1943 çулхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Хăюлăхшăн» медале илме тăратнă. 507 СП 148 СД Николаев подполковник.»
Акă тата тепĕр характеристика: «Автоматчиксен взвочĕн командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Сидоров юлташ Гомель хулин кăнтăр енче вырнаçнă Сож юхан шыв хĕрринчи çапăçусенчен пĕринче (1943 çулхи октябрь уйăхĕн 14-19-мĕшĕсенче) хăйне ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне шутланакан командир пек кăтартнă. Сож юхан шывĕ урлă каçнă чухне Сидоров тăшман пенине пăхмасăр каçмалли хатĕрсемпе пĕлсе усă курса, хăйĕн взвочĕпе чи малтан сылтăм енне çитнĕ, атакăна çĕкленсе окопри тăшмана траншейăран кăларса ывăтнă. Малаллахи çапăçусенче тăшманăн ултă контратакине чăтса ирттернĕ, анчах йышăннă лаптăка паман. Траншейăна йышăнса Сидоров 30 нимĕç салтакне тĕп тунă, икĕ пулемет ярса илнĕ. Хăй пĕччен тăватă нимĕçе тĕп тунă.»
«Памяти Башкортостана» кĕнекере Сидоров пирки çакăн пек çырни пур: «Сидоров Яков Леонтьевич, 1911 çулта çуралнă, хĕрлĕ армеец 507СП 148 СД, 11.07.1943 çулта паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Курск облаçĕнчи Мало-Архангельский районне кĕрекен Тросна ялĕнче пытарнă”. Телее, Яков Леонтьевич Сидоров сывă тăрса юлнă. 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăн колхоз председателĕ, строительсен бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх хуралти, кĕлетсем тата ыт.те хăпартнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăрçăччен çуралнă виçĕ ывăлĕ çумне икĕ хĕр хутшăннă. Вăрçă ветеранĕ 1970 çулта, 59 çул тултармасăрах, çут тĕнчерен уйрăлнă.
Иван механизаци шкулне пĕтерсе Хĕрлĕ Çар ретне тăма вăхăт çитиччен колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Унăн награда хутĕнче вара çапла çырнă: «Сидоров Иван Леонтьевич 1921 çулта çуралнă. Хĕрлĕ Çарта 1940 çулхи декабрь уйăхĕнчен, 1943 çултан ВЛКСМ членĕ, вăрçăра 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен, кĕçĕн сержант, бронепоездсен 60-мĕш уйрăм дивизионĕн пулеметчикĕ. «Хăюлăхшăн» медаль пама тăратнă. 1943 çулхи январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кăнтăр Хĕвеланăç флочĕн 4№ бронепоездне кирлĕ япаласем тиенĕ чухне Волчанск станцине 12 тăшман бомбардировщикĕ вĕçсе килнĕ. Бронепоезд зенитчикĕсем, çав шутра И.Л.Сидоров пулеметчик-зенитчик та, тăшман самолечĕсене пеме пуçланă. Çапла майпа вĕсем бронепоезда бомба лектерме памасăр пурлăха сыхласа хăварнă, тăшман самолетне персе антарнă. И.Л.Сидоров аманнă пулсан та самолетсем вĕçсе кайиччен зенитка пулеметне пăрахман. Тÿперен тапăннине сирсе янă хыççăн çеç санчаçе пулăшу ыйтма кайнă. Пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн Иван Сидорова 440№ госпитале ăсатнă, унта вăл 1943 çулхи январь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 8-мĕшĕччен сипленнĕ. Пĕтĕмлетÿ: И.Л.Сидоров «Хăюлăхшăн» медаль илме тивĕç. Дивизион командирĕ Егоров подполковник». Çакăн пек тĕслĕхсем вăрçă вăхăтĕнче пĕрре мар пулнă.
Малалли хаçатăн 19№.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.
Читайте нас: