Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
7 Майӑн 2019, 12:10

Çутă Мăнкун савăнăçĕ вулавăшра та хуçаланчĕ

Мăнкун эрнинче Юмаш ял библиотеки хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ. Кунта Православи календарĕнчи тĕп уявсенчен пĕрне халалласа хаваслă мероприяти иртрĕ.

Залра «Мăнкун - савăнăçлă та çутă уяв» выставка йĕркеленĕ. Ăна праçник сĕмĕ кĕртекен илемлĕ япаласемпе – сăрланă çăмартасемпе, открыткăсемпе – илемлетнĕ. Аслисем хаваспах Çутă Мăнкун уявĕ, унăн йăли-йĕркисем çинчен калаçрĕç, кулич пĕçермелли, çăмарта пĕветмелли, Мăнкуна хатĕрленмелли вăрттăнлăхсене пĕр-пĕрне каласа пачĕç пулсан, ачасем валли те интересли сахал мар пулчĕ. А.А. Сайдякова библиотекарь вĕсене Мăнкун уявĕн тĕп палли, çăмарта, çинчен ăнлантарса пачĕ. Вăл çĕнĕ пурнăç палли шутланни çинчен пĕлтерчĕ. Унтан Альбина Александровна çăмартана пĕветмелли мелсемпе паллаштарчĕ, ачасене хăйсене çăмартана илемлетме хушрĕ. Ун хыççăн йăлана кĕнĕ Мăнкун вăййисем вылярĕç: çăмартасене ту çинчен кустарчĕç, юла пек çавăрттарчĕç, кашăкпа çăмарта йăтса чупрĕç. Ачасем вылянă чухне аслисем хăйсен çамрăк чухнехи юррисене шăрантарчĕç. Мăнукĕсем асламăшĕ-кукамăшĕсем мĕн тери пултаруллă иккенне курса тĕлĕнчĕç: вĕсем ылтăн алăллă çеç мар иккен, артистсенчен кая мар юрлаççĕ, сăвăсем калаççĕ. Тата тем тума та ăста.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.
Читайте нас: