Вăл 18 çултах (1942 çулхи февраль уйăхĕнче) фронта тухса кайнă. Мускав çывăхĕнчен Кенигсберг хулине çитнĕ. Пысăк масштаблă оборона тата наступлени операцийĕсене хутшăннă. Çав шутра - Курск çапăçăвĕ, «Багратион» операци те. Чăваш каччине Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1 степень орденĕпе, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Вăрçăпа çыхăннă самантсем паянхи кун та асран каймаççĕ. Александр Васильевич нумай япала çинчен каласа пама пултарать. Ăна тăшман пулисем шăхăрса тăнă, артиллери снарячĕсем сирпĕннĕ самантсенче пĕр хутчен çеç мар наступление çĕкленме тивнӗ. Уйрăмах Хĕвелтухăç Пруссине ирĕке кăларассипе çыхăннă çапăçусем аса килеççĕ. Ун чухне, 1945 çулхи январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче, ветеран çапăçнă 3-мĕш Украина фрончĕн чаçĕсем Кенигсберга кĕрсе нимĕç çарĕсен пысăк ушкăнне çавăрса илнĕ. Çав тери вăйлă çапăçусем пуçланнă. Питĕ пысăк çухатусемпе пулсан та пирĕннисем хулана ярса илнĕ.
Вăрçă хыççăн Александр Васильевич учитель пулса ĕçленĕ, нумай çул хушши «Çĕршыв çулĕ» хаçат редакцийĕнче вăй хунă. Иртнĕ çул мăшăрĕпе, Александра Максимовнăпа, пурăнма пуçланăранпа 70 çул çитнине уявларĕç. Александра Максимовна - тыл ĕçченĕ. Унăн та медалĕсем сахал мар. Халĕ вĕсене 8 мăнукĕпе 6 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.
95 çул тултарнă пулсан та вăрçă паттăрĕ питĕ хастар-ха. Хыпарсен кăларăмне пăхма, хаçатсем вулама юратать. Çавăнпа çĕршывра тата тĕнчере мĕн пулса иртнине те пĕлсех тăрать. Хăй вăрçă çинчен аса илнисене пухса хатĕрленĕ. Ачисемпе мăнукĕсене парне тăвас шутпа асаилÿсенчен кĕнеке пухса хатĕрлесшĕн.
Авăркас тăрăхĕ, Юламан ялĕ.