Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
15 Майӑн 2019, 14:23

Халăха çутта кăларакансен ĕçне малалла тăсаканĕ

Кăçал тĕлĕнмелле сăпайлă, ăс-тăн тата кăмăл-сипет енчен питĕ пуян çын, Иван Григорьевич Тарасов, çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Вăл 1959 çулта Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Шкулта вĕреннĕ çулсенчех пур енчен те пултаруллă пулнипе, общество ĕçне хутшăнма юратнипе уйрăлса тăнă. 1970-1980 çç. «Вечерняя Уфа», «Ленинец», «Пионеры Башкортостана» - пушкăрт чĕлхипе тухакан «Еншишме», республикăри радиопа тачă çыхăнса ĕçленĕ, «Аван-и?» передачăна хатĕрленĕ. Журналистикăна юратни ăна Хусанти патшалăх университетне илсе çитернĕ.
Иван Григорьевичăн ĕçлĕ пурнăçĕ 1976 çулта ялти культура çурчĕн ертÿçи, Ĕпхÿ хулинчи предприятисенче рабочи пулса ĕçленинчен тытăннă. 1983-1992 çулсенче вăл республикăри тата хулари шкул ачисемпе пионерсен çуртĕнче методист пулса тăрăшнă. 1992 çултан пуçласа паянхи кунччен Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн улшăнми директорĕ. Миронов шкулĕ пирки калас пулсан, эпир, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн студенчĕсем, унта пĕрре çеç мар пулнă, анчах пĕлÿ çуртĕнчи ăшă та хăтлă лару-тăру татах та татах хăй патне туртать.
Паянхи кун шкул Ĕпхÿ хулинчи çеç мар, республикăри чăвашсен чи вăйлă вĕрентÿ тата чăваш культура центрĕ пулса тăрать. Вăл 1839 çулта тунă Кивĕ Ĕпхÿри чи авалхи кирпĕч çуртсенчен пĕринче (Пушкин урамĕ, 110 çурт) вырнаçнă. Шкул çурчĕ тата унти лару-тăру тăван тавралăха, Раççее аталантарассишĕн ырми-канми вăй хунă мăн асаттесене аса илтерет, чунра мăнаçлăх, туслăх туйăмĕсем çуратать.
Çак çурта чăваш вырсарни шкулĕ валли ăнсăртран суйласа илмен, вăл - истори пĕлтерĕшлĕ палăк. XIX-XX ĕмĕрсенче кунта уес училищи, каярах пĕрремĕш хула училищи вырнаçнă. 1892 çулта асăннă çуртра революцичченхи Раççейĕн халăх вĕрентĕвĕн паллă деятелĕ, просветителĕ, математик тата музыкант Павел Миронов (1861-1921çç.) ĕçлесе пурăннă. 1918 çулта ку çуртра П.Миронов чăваш учителĕсен семинарине уçнă. Çур ĕмĕр ытла иртсен, 1992 çултан чăваш вырсарни шкулĕ хăйĕн ĕçне пуçланă.
Вырсарни шкулне уçас ĕçе республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те паллă ученăй, профессор (1977ç.), техника наукисен докторĕ (1976ç.) Алексей Кондратьев, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ, Мускаври М.А.Шолохов ячĕллĕ патшалăх гуманитари университечĕн воспитани енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Людмила Мурманская, общество деятелĕ, педагог, журналист, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ (1997ç.) Иван Тарасов, «Нарспи» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи Василий Никитин тата ыт. те хастар хутшăннă.
Унсăр пуçне Ĕпхÿ хулинче пурăнакан чăвашсен тÿпи те пысăк. Хăйсен тымарĕсенчен аякра пурăнаканскерсем ачисене тăван халăхăн йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ çине таянса ÿстерме çакăн пек культура центрĕ сывлăш пекех кирлĕ пулнине ăнланнă. Иван Тарасов аса илнинчен: «…Репетицисем ирттернĕ чух çынсем ăна та курма килетчĕç. Халăх тăван халăх юррисемпе ташшисемшĕн çав тери тунсăхласа çитнĕ...».
Чăваш вырсарни шкулĕ 1993 çулхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче (Ĕпхÿ хула мэрĕн 1992 çулхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче алă пуснă йышăнăвĕ тăрăх) уçăлнă. Учредителĕ – Ĕпхÿ хула администрацийĕ. Çулсерен вырсарни шкулĕнче 150-200 çын вĕренет. Пĕлÿ çурчĕн тĕп тĕллевĕ – хула çемйине вырсарни кунсенче тăван чĕлхене вĕрентесси. Шкула 4-17 çулхи ачасем çÿреççĕ. Вĕсен шучĕ çултан çул ÿссех пырать. Шкул çуртне патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн программипе усă курса юсанă, хыççăн ачасен шучĕ 70% ÿснĕ.
Чăваш вырсарни шкулĕн тĕп çул-йĕрĕ - вĕрентÿ процесне компьютерсем урлă йĕркелесси, тăван чĕлхен сумне ÿстересси, халăх хушшинче анлăрах сарасси, шкул çулĕнчи ачасемпе чăваш учителĕсен пĕтĕмлетнĕ даннăйсен банкне йĕркелесси, наукăпа тĕпчев тата методика ĕçне йĕркелесси, наукăпа практика конференцийĕсене ирттересси, методика пуххисене кăларасси, ытти халăхсен вырсарни шкулĕсемпе, ялсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе туслă çыхăнусем йĕркелесси, Чăваш Республикинчи тата Шупашкар хулинчи вĕрентÿ учрежденийĕсемпе килĕшсе ĕçлесси.
П.М.Миронов шкулĕ – ЮНЕСКО тата Пĕтĕм тĕнчери «Тĕнчери ырă ачасем» ача-пăча юхăмĕн участникĕ, «Диалог – ăнлану çул-йĕрĕ» Пĕтĕм тĕнчери вĕрентÿ проекчĕсен икĕ хутчен финалисчĕ, регионти тата Пĕтĕм Раççейри конкурссен яланхи çĕнтерÿçи. Патшалăх тата тăван чĕлхесен сумне ÿстерес тĕлĕшпе ĕçленĕшĕн Ĕпхÿ хула администраци пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ. Çутта кăларакансен ĕçĕсене малалла тăснăшăн шкула Н.В. Никольскийĕн 1 степень орденĕпе наградăланă.
Малалли хаçатăн 20№.
Татьяна РОДИОНОВА, Станислав ИВАНОВ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн студенчĕсем.
Читайте нас: