Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
22 Майӑн 2019, 14:13

Йăласене сыхласа хăварар

Чăваш халăхĕн патриотизмĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çеç мар‚ паянхи кун та‚ мирлĕ вăхăтра‚ палăрса тăрать. Çĕнтерÿ кунне халалласа ПР чăваш культура обществипе А.Г.Николаев ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансен союзĕ‚ законлăха сыхлакан органсем Çĕнтерÿ паркĕнче митинг йĕркелерĕç.

Уява 40 çын хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче ветерансемпе активистсем‚ Ĕпхÿпе Кумертау хулисен çыннисем‚ Ĕпхÿпе Кармаскал районĕсен представителĕсем те пулчĕç. Уйрăмах районпа хула ертÿçисен, Зинаида Вафинан‚ Вера Федотован‚ Зинаида Маркован, хастарлăхне палăртса хăварас килет. Унсăр пуçне митинга Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕнче ăс пухакан ачасемпе И.Е. Кузьмина шкул директорĕ килсе çитрĕç. Вĕренекенсемпе ветерансем - Б.Е. Гордеев‚ Н.Ю. Исаев‚ Н.А. Михайлов‚ Ю.П. Михайлов‚ М.А. Патраев‚ А.Н. Исаев‚ Л.П. Михайлов тата вăрçă летчикĕ Н.С. Киселев подполковник - вăрçă паттăрĕсене асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç.
Митинга ПР Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ В.В.Викторов уçрĕ. Ун хыççăн ветерансен союзĕн сумлă председателĕ Б.Е.Гордеев ветеран сăмах илчĕ. ПР ветерансен комитечĕ ятĕнчен Л.П. Михайлов Хисеп паллисем пачĕ.
Праçникĕн тепĕр пайĕ чăваш вырсарни шкулĕн филиалĕнче‚ 23№ шкулта‚ тăсăлчĕ. Унта «Тăван чĕлхене вĕренес ĕçре хушма пĕлÿ паракан учрежденисен вырăнĕ» ятлă наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцинче И.Е. Кузьмина чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ докладпа тухса калаçрĕ.
Юнашарах, А.Г.Николаев ячĕллĕ музей валли уйăрса панă пÿлĕмре, «Наци сывлăхĕ» РОО Правленийĕн ларăвĕ пулчĕ. Заседанине «Наци сывлăхĕ» РОО председателĕн çумĕ‚ «Пушкăртстан курăкĕсем» ООО тĕп директор çумĕ‚ ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Леонид Гурьянович Наумов ертсе пычĕ. Вăл сывлăхлă пурнăç йĕрки çинче чарăнса тăчĕ. Унсăр пуçне Леонид Гурьянович ытлашши пăлханнинчен хăтăлмалли мелсене тата курăксене типĕтсе хатĕрлемелли система епле ĕçленине уçса пачĕ. Пушкăртстанра чăвашсем икĕ фитофармацевт предприятийĕ уçни паллă. Ю.П.Михайлов М.В.Годеев курăкçă чăваш ялĕсенче сиплĕ курăксем пухса хатĕрлекен сетьсем йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ. Кăмăл тăвакансем хатĕрлевçĕпе 8-927-301-61-39 номерпа çыхăнма пултараççĕ.
Чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем илемлĕ концерт хатĕрленĕ. Уйрăмах Л.Ф. Фаттахова педагог ертсе пыракан вокал тата А.И. Васильеван «Акăшсем» ташă ушкăнĕсен номерĕсем‚ регионсем хушшинче иртекен конкурссен лауреачĕ Г.Р.Вуколов солистпа Л.П.Михайлов шăрантарнă юрăсем кăмăла кайрĕç.
Чаплă заседанипе савăнăçлă концерта 23№ шкул директорĕ Н.Р. Аминев та хутшăнчĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче 23№ шкулпа чăваш вырсарни шкулĕ хушшинчи тачă çыхăну вĕренекенсене патриотла воспитани пама пулăшассине палăртса хăварчĕ.
Çĕнтерÿ кунне халалласа мероприятисем ирттересси чăваш общественноçĕнче йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Чăвашсем Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле те патриотизмăн çÿллĕ шайне кăтартасса шанатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ‚
ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Читайте нас: