Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
29 Майӑн 2019, 16:49

Çамрăксен юрă-ташă хăвачĕ асамлă

Май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнче çиччĕмĕш хут регионсем хушшинчи Чăваш ачисемпе çамрăкĕсен «Шур çăл» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Асăннă уяв Пушкăртстанăн 9 районĕпе (Ĕпхÿ, Пелепей, Шаран, Ермеккей, Федоровка, Мияки, Мелеуз, Пишпÿлек, Кармаскалă) Тутарстан Республикинчи Анат Чаллă хулинчи 178 (7-18 çулхисем) ачашăн пултарулăх лапамĕ пулса тăчĕ.

Фестиваль чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ культурине сыхласа хăварса ăна тата та паллăрах тăвас, тăван чĕлхене аталантарас, çитĕнекен ăрăва наци культурине юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевсене пурнăçлать. «Шур çăл» фестиваль учредителĕсем – ПР Халăхсен туслăх çурчĕ, Пишпÿлек район администрацийĕ тата «Родник» агрофирма (ертÿçи – С.К. Михайлов). Ачасен пултарулăхне уçса паракан çутă та савăнăçлă уява ирттересси Пишпÿлек районĕнче йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вăл кашни çулах питĕ илемлĕ вырăнта, Алексеевка ялĕнчи Панулми садĕнче, ятарлă çуллахи сцена çинче иртетчĕ. Кăçал çеç, çанталăк сивĕ тăнине пула уяв Пишпÿлекри культура керменĕнче йĕркеленчĕ. Ачасен хаваслă куллин, савăнăçлă ташши-юррин вăй-хăвачĕ çав тери асламлă пулчĕ пулмалла: фестиваль участникĕсем килсе çитсенех çанталăк ăшăтса янăн, тавралăха çутă сăн çапнăн туйăнчĕ.
«Шур çăл» çултан çул ачасемпе çамрăксен хушшинче çĕнĕ ятсем, çăлтăрсем тупса палăртать. Уйрăмах мероприятие хутшăнакансен географийĕ сарăлса пынине палăртма кăмăллă. Юлашки ултă çул хушшинче 1200 ача çак тĕлĕнмелле проектăн участникĕсем пулса тăчĕç. Çав шутра хамăр республикăри хуласемпе районсенчи çеç мар, Тутарстанпа Чăваш республикисенчи, Эрĕнпур облаçĕнчи ачасем те пур.
Фестиваль-конкурс пилĕк номинаципе - «Фольклор», «Халăх юррине юрласси», «Эстрада юррине юрласси», «Хореографи», «Инструментпа каласси» - иртрĕ.
Ачасемпе çамрăксен ăсталăхне сумлă жюри членĕсем хак пачĕç. Çав шутра Республикăри пултарулăх çурчĕн халăх уйрăмĕн ертÿçи Эльвира Ахмедьянова, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем Галина Кирилловăпа Светлана Матвеева, «Самана» продюсер центрĕн директорĕ Федор Кузьмин тата ыт. те пулчĕç. Тÿресем 40 ытла номер пăхса тухса хак пачĕç.
Хутшăнакансен пултарулăхне хак парасси жюри членĕсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Мĕншĕн тесен фестивале чи пултаруллă та талантлă ачасем пуçтарăннă. Участниксенчен нумайăшĕ пĕчĕкренех тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене çÿреççĕ, вĕсен ăсталăхне чи вăйлă преподавательсем аталантараççĕ.
Фестивальте уйрăмах мала тухнă ачасене Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Гатауллин, «Родник» агрофирма ертÿçи Сергей Михайлов (унсăрăн уяв пулман та пулĕччĕ - авт.) саламларĕç. Çĕнтерÿçĕсем пурте ятарлă дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Малалли хаçатăн 22№.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: