Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
29 Майӑн 2019, 13:11

Петровсен туслă çемйи

Çтерлĕри Абдулкадир Инан ячĕллĕ пушкăртпа тутар литература центрĕнче йăх-несĕл (Шежере) уявĕ иртрĕ.Унта Петровсен çемйи те хутшăнчĕ.

Петровсен туслă çемйи 1986 çулта йĕркеленнĕ. Авăркас районĕнчи Маньел ялĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк та сăпайлă каччă, Юра, асăннă районти Шланлă ялĕнчи Аленăна тĕл пулать. Çамрăксем пĕр-пĕрне савса çемье çавăраççĕ, Ĕпхÿ хулинче пурăнма тытăнаççĕ. Часах çамрăк мăшăрăн пĕрин хыççăн тепри икĕ хĕр çуралать. Юра милицин уйрăм тивĕçлĕ отрядĕнче (ОМОН) службăра тăнă, Алена ачисене пăхнă, килти хуçалăха илсе пынă, тирпей-илем кĕртнĕ. 2002 çулта çамрăк çемье Çтерлĕ хулине ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем патне çывăхрах пурăнма куçать.
Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Хĕрĕсем çитĕнсе, хăйсем çемьеллĕ пулаççĕ. Аслин, Оксанăн, икĕ ача - Златăпа Глеб - çитĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл кĕçĕннипе декрет отпускĕнче. Кĕçĕннин, Маринăн, Анитăпа София ÿсеççĕ. Юрий Анатольевичпа Алевтина Витальевна хĕрĕсене пур енчен те пулăшма тăрăшаççĕ.
Юрий Анатольевич - отставкăри милици капитанĕ, çарти тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветеран, ПР ШĔМ ОМОН ветерансен совечĕн членĕ, РФ Росгварди ведомство тулашĕнчи хурал организацийĕн Çтерлĕ хулинчи ветерансен канашĕн председателĕ, Раççейри «Боевое Братство» обществăлла организацин членĕ, ПР чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ, усламçă.
Алевтина Витальевна - юратнă мăшăр, ачисемшĕн тăрăшакан анне, чи лайăх кукамай. Вăл Ашкатарти шыв илмелли «Водоканал» предприятинче смена пуçлăхĕ пулса ĕçлет, хулари культура çурчĕн «Тавах» чăваш эстрадăпа фольклор ансамблĕн солистки шутланать.
Петровсен туслă çемйи Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономийĕн хастар членĕсем. 2018 çулта вĕсем «Тĕлпулу вырăнĕ» кафе уçнă. Кунта тăтăшах туйсем, юбилейсем иртеççĕ, Шупашкарти чăваш эстрада çăлтăрĕсене кĕтсе илеççĕ. Хальхи вăхăтра çемье пуçĕпе икĕ хĕрĕ «Тĕлпулу вырăнĕ» («Место встречи») кафере, «ПР суту-илÿ» («Купи-продай в РБ») хаçатра тăрăшаççĕ.
- Эпир чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хамăр чĕлхене, халăха юрататпăр. Ачасене, мăнуксене те чĕлхене юратма, авалтан килекен йăла-йĕркесене ăша хывма вĕрентетпĕр. Вĕсем чăваш юррисене юрлаççĕ, тăван чĕлхепе калаçаççĕ, - тет Алевтина Витальевна.
Ăру-йăх уявĕнче Петровсен çемйи «Чи туслă та хастар çемье» номинацире лауреат дипломне тивĕçрĕ.
Валентина ЗОРИНА,
6№ библиотека заведующийĕ.
Читайте нас: