Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
5 Июнӗн 2019, 13:57

Тăван чĕлхе – тапхăрсен чĕрĕ çыхăнăвĕ

Куюргазă районĕнчи Шурă Эмекеç (Павловка) ялĕнчи шкулта вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторне Константин Иванова халалласа пĕрремĕш хут литературăпа краеведени вулавĕсен конкурсĕ иртнĕ.

Асăннă мероприятие ялти вулавăш ĕçченĕ Надежда Алексеева чăваш литературин классикне сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа йĕркеленĕ. Мĕншĕн-ха икĕ паллă пулăма пĕрлештернĕ? Мĕншĕн тесен Константин Васильевич Иванов литература чĕлхине пуçарса ярассипе питĕ нумай ĕçленĕ. Кирек хăш чĕлхе те литературăпа калаçу стилĕсенчен тăни паллă. Икĕ паллă пулăм пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Çавăн пекех мероприяти июнь уйăхĕнче иртекен «Уяв» пысăк праçникĕн хăйне евĕрлĕ хатĕрленĕвĕ шутланать.
Конкурса хутшăнакансем – вырăнти “Теремок» ача сачĕн шăпăрланĕсемпе Шурă Эмекеç тата Кривле-Илюшке шкулĕсен вĕренекенĕсем – илемлĕ сăвăсем вуланă. Кашни ача тăван чĕлхен илемлĕхĕпе мăнаçлăхне сăвăсем урлă кăтартса пама тăрăшнă. Конкурсантсем наци тумĕсем тăхăнса праçнике хăйне евĕрлĕ илем кÿнине те палăртса хăвармалла. Унсăр пуçне вулавăш ĕçченĕ чăваш писателĕсемпе поэчĕсен произведенийĕсен‚ ачасен пултарулăх ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ.
Ачасене нумай çул хушши вĕрентнĕ Сильва Елизаровна Ворошилован концерт номерĕ пухăннисен асĕнче вăрахчен тăрса юлĕ. Вĕрентекен çÿллĕ сопрано сассипе чуна тивмелле «Нарспи» оперăран «Сĕм-сĕм вăрман» ари шăрантарнă. Куракансем педагогика ĕçĕн ветеранне тăвăллăн алă çупнă. Ачасене вара уявăн чаплă хăни - Куюргазă районĕнчи ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова - çемçе теттесем парса хавхалантарнă.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ.
Читайте нас: