Пур хыпар та
13 Июнӗн 2019, 11:48

Эх, аван-çке çулла!

Çулла... Чи илемлĕ вăхăт. Тавралăх ешĕл тум тăхăннă‚ çарансем тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе илемлĕн курăнаççĕ‚ кайăксем хитре юррисемпе савăнтараççĕ. Ирех сар хĕвел пурне те хаваслăн кĕтсе илет‚ тĕнчене хăйĕн ăшшипе ачашлать. Çулла çитнĕшĕн çанталăк савăнать‚ хăй патне илĕртет.

Пирĕн ача садĕнчи шăпăрлансем те çулла çитнĕшĕн питĕ савăнаççĕ. Пĕчĕкреххисем уçăлма тухсан йĕри-таврари ÿсен-тăрансемпе‚ хурт-кăпшанкăсемпе‚ чечексемпе паллашма тăрăшаççĕ. Воспитательсем вара ачасене пĕчĕкренех çут çанталăк илемне упрама вĕрентеççĕ. Çавăнпа пирĕн воспитанниксем чечексене татма‚ йывăç тураттисене хуçма юраманнине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Кайăксемпе туслă пулас тата вĕсене сăнама вĕренес тесе ачасен ашшĕсем садăн картишĕнче шăнкăрч йăвисем туса вырнаçтарчĕç.
Пĕчĕк ачасене йĕри-тавра пулса иртекен пулăмсем пурте интереслĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем чечексем çине ларни‚ кăткăсем хăйсен йăвисем патĕнче кĕшĕлтетни‚ илемлĕ кайăк йывăç çине ларни... пурне те сăнама юратаççĕ.
Çу уйăхĕсене халалласа воспитательсем ачасем валли «Эх‚ аван-çке çулла» мероприяти ирттерчĕç. Уявра ачасене мультфильмри геройсем‚ Бубăпа Лунтик‚ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хăнасем ачасемпе пĕрле чечексен ташшине ташларĕç‚ çитес ăшă çу кунĕсене савăнса юрăсем шăрантарчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла‚ мероприятие ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хастар хутшăнчĕç. Çак кун пирĕн ача садĕнче шăпăрлансен хаваслă сассисем вăрахчен янăрарĕç.
Ирина ТИМОФЕЕВА‚ воспитатель.
Пелепей районĕ‚ Алексеевка ялĕ.
Читайте нас: