Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
13 Июнӗн 2019, 14:18

Экономика форумĕнче 20 ĕçлĕ килĕшÿ тунă

Июнь уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче Санкт-Петербург хулинче XXIII Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ (ПМЭФ) иртнĕ. Унта Пушкăртстан делегацийĕ те хутшăннă. Ăна республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пынă. Асăннă форума 1997 çултанпа йĕркелеççĕ. 2006 çултанпа ăна йĕркелесе ирттерес ĕçе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хăй тимлесе тăрать, пулăшать. Юлашки çулсенче форум экономика ыйтăвĕсене сÿтсе явмалли пĕтĕм тĕнчери экономика лапамне çаврăннă.

Радий Хабиров «Çирĕп аталану йĕркине никĕслесси» форумăн пленарлă ларăвне, энергетикăпа çыхăннă сесcие тата ĕçлĕ тĕлпулусене хутшăннă, «Спорт пурне те: тĕнчери юхăмсем, ĕçлĕ мел» ĕçлĕ калаçура тухса калаçнă. Экономика форумĕн пĕрремĕш кунĕнчех Пушкăртстан представителĕсем 14 килĕшÿ çине алă пуснă. Вĕсенчен 7-шĕ - инвестици килĕшĕвĕсем, (пĕтĕмĕшле хакĕ 70 млрд тенкĕпе танлашать). Çав шутра: Раççейри чи пысăк курттăм логистика центрне тăвасси; чугун çулпа тавар турттарассипе çыхăннă «Railgo» компанин проекчĕ, Салаватри катализаторсен завочĕн проекчĕ тата ыт.те.
Çавăн пекех хĕвелтен энерги туса кăларакан сферăра ĕçлекен икĕ организаци те пирĕн республика территорийĕнче ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ. Вĕсем - «Хевел» тата «Солар Системс» ООО компани ушкăнĕсем.
Унсăр пуçне федераллă почта çыхăнăвне аталантарас тата çĕнетес тĕллевпе «Раççей почти» организаципе те килĕшÿ тунă. «Раççей почти» Пушкăртстан Республикинче» 1,5 млрд тенкĕлĕх логистика центрĕ хута ярĕ.
Пушкăртстан Раççейри ытти регионсенчен пĕрремĕш пулса «Росстандартпа» та килĕшÿ тунă. Çак система производствăри хăрушлăха чакарма тата РФ наци стандарчĕпе ГОСТа пăхăнман продукци суту-илÿ сентрисем çине лекессине чакарма пулăшĕ. Çавна май туса кăларакан продукцин пахалăхĕ те ÿсĕ.
ПР Правительстви «КамАЗ» производство пĕрлешÿпе ĕç тухăçлăхне ÿстересси пирки килĕшĕве алă пуснă. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май «КамАЗ» регионти предприятисенче тÿлевсĕр вĕрентÿ, семинарсемпе тренингсем ирттерĕ.
«Газпром» компанийĕн «Газпром СПК технологи» ООО хушма предприятийĕпе çут çанталăк газĕн рынокне аталантарасси çинчен килĕшÿ тунă, компани кăçалах хĕснĕ газ туса кăларакан завод тума пуçлĕ.
Икĕ килĕшĕве Раççей Федерацийĕн субъекчĕсемпе – Тутарстан Республикипе тата Кемерово облаçĕпе – çирĕплетнĕ.
Питĕрти пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн иккĕмĕш кунĕнче Пушкăртстан Республики ултă килĕшÿ тунă, çав шутра виççĕшĕ инвестиципе çыхăннисем – пурĕ 10,8 млрд тенкĕлĕх.
Чи пысăк килĕшÿсен шутĕнче «Сибайская» подстанци хăпартасси. Çак ĕçе 7 млрд тенкĕ хывĕç.
Унсăр пуçне ПР Правительствипе «ВИС» ушкăн килĕшÿ тунă. Ушкăн медицина енĕпе, коммуналлă хытă каяшсене суйлассипе, транспорт инфраструктурине аталантарассипе ĕçлет. Çавăн пекех топливăпа энергетика комплексĕнче ĕçлекен кадрсене хатĕрлес тĕлĕшпе ПР Правительстви патшалăх нефтьпе техника университечĕсемпе ĕçлĕ килĕшÿ тунă.
Тепĕр килĕшĕве ПР Правительстви Малашлăхлă тĕпчев фончĕпе тунă. Фонд урлă тăватă инвестици проектне укçа-тенкĕпе тивĕçтерме шутлаççĕ. Проектсем çĕнĕ аккумулятор батарейисем тăвассипе, пысăк молекулярлă полиэтилен тăвас технологипе, 2 минут хушшинче шыçă чирне тупса палăртакан технологисене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă.
Ĕçлĕ тĕлпулусене илес пулсан, пирĕн делегаци «Автобан», «Сбербанк Лизинг» компанисемпе, «Объединенные Пивоварни Хейнекен» ОООн тĕп директорĕпе Баудевайн Хаарсмапа тĕл пулнă.
«Башинформ» информаци агентствин материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: