Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
19 Июнӗн 2019, 16:39

Ашшĕн ĕçне малалла тăсать

Хисеплĕ вулакансем‚ эпĕ сире ырă хыпар пĕлтересшĕн: кăçал Раççейре театр çулĕ пулнă май пирĕн ял çыннин Николай Андреевич Филипповăн «Ӳкей хĕр» («Падчерица») ятлă кĕнеки кун çути курнă.

Хайлава автор пьеса жанрĕпе çырнă‚ вăл 9 пайран тăрать. Пьесăри ĕç-пуç 1910-1912 çç. пулса иртет. Тĕп сăнар – Кĕтеруç. Унăн шăпи çамрăкранах тертлĕ пулнă: амăшĕ йывăр чирпе чирлесе çут тĕнчерен уйрăлнă‚ ашшĕ вара тепĕр хут авланнă. Ама çури амăшĕ тăван мар хĕрне юратман. Çитменнине вăл Кĕтеруçа юратман çынна качча парасшăн... Малалли пулăмсем çинчен пьесăна вуласа тухсан пĕлме пулĕ.
Кĕнеке авторĕ Тимеш ялĕнче 1928 çулта çуралнă. Николай Филиппов ытти каччăсем пекех çарта хĕсметре тăнă‚ Акçун ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă. Алла диплом илнĕ хыççăн «Комсомолец» колхозра агроном тата пахчаçă пулса ĕçленĕ. 1998 çулта вара Николай Андреевич ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Çамрăк чух‚ 1947-1948 çç.‚ çыравçă пьесăсемпе сăвăсем хайланă. Куракансем пьесăсене питĕ кăмăлланипе ялти культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕ вĕсене темиçе хут сцена çинче лартнă.
Н.А. Филипповăн ал çырăвĕсемпе унăн ывăлĕ‚ Валентин Николаевич‚ питĕ нумай ĕçленĕ. Произведени кун çути куртăр тесе чăваш литераторĕсем те тăрăшнă: кĕнеке редакторĕ – А.С. Савельев-САС‚ ÿнерçи – С.А.Бритвина. Кĕнеке тиражĕ 100 экземпляр. Ăна сăмах ăстин ывăлĕ хăйĕн укçи-тенкипе кăларнă.
Çĕнĕ кĕнеке пирĕншĕн‚ Тимеш ял çыннисемшĕн‚ ял юбилейĕ çывхарнă тĕле питĕ пысăк парне пулса тăчĕ. Валентин Николаевич ашшĕн ятне çÿле çĕкленĕшĕн тата унăн ĕçне малалла тăснăшăн пысăк хисепе тивĕç. Паянхи кун Валентин Филиппов Приютово поселокĕнче ĕçлесе пурăнать. Вăл икĕ аслă пĕлÿ илнĕ çын. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Мăнукĕсем те пур. Хальхи вăхăтра Валентин Николаевич «Ӳкей хĕр» пьесăна поэмăна çавăрса сăвăсен пуххине пичетлесе кăларма хатĕрленет. Асăннă пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме В.Н.Филиппова ăнăçу сунатпăр. Эпир вара‚ пĕр ял çыннисем‚ хаклă та паха кĕнекеллĕ пуласса шанатпăр. Çак куна чăтăмсăр кĕтетпĕр.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА‚ вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ‚ Тимеш ялĕ.
Читайте нас: