“Сувар” хаҫат редакцине Хусанта интереслӗ экскурси йӗркелеме май туса панӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн. Пушкӑртстанран килнӗ туристсене маттур чӑваш пики Майя Игнатьева ҫав тери кӑмӑла кайрӗ. Виҫӗ сехете тӑсӑлнӑ анлӑ экскурсире эпир Тутарстан Республикин тӗп хулин историйӗпе паллашрӑмӑр, унӑн тӗрлӗ илемлӗ кӗтесӗсенче те пулса куртӑмӑр.
Малалла вара эпир шурӑ Шупашкар хулине ҫул тытрӑмӑр. Ҫакӑн евӗр çулҫÿреве эпир виҫҫӗмӗш ҫул йӗркелетпӗр. Малашнехи плансем те пысӑк. Тепӗр çулҫÿрев Чӑваш Республикин кунне халалланӑ уява паллӑ тунӑ вӑхӑтра пулӗ. Июль уйӑхӗнче чӑвашсене Крым Республикипе тата Питер хулипе паллаштарасси пурнăçланӗ. Пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр сире, Хусан чӑвашӗсем, пире чаплӑ йышӑннӑшӑн! Малашне те пӗрле пулар!
ЧНКан Пушкӑртстанри полномочиллӗ элчи, Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.