Йышăну комиссийĕ хăçан ĕçлеме пуçлĕ?
Пушкăртстанри аслă шкулсене вĕренме кĕрес тесен абитуриентсем документсене июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 26-мĕшĕччен пама пултараççĕ (бюджет вырăнĕсене вĕренме кĕрес текенсем). Июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче пулас студентсен приказне пичетлесе кăларĕç. Контрактниксем валли аслă шкулсен уйрăм йышăну йĕрки пулĕ.
Регионта 9 патшалăх аслă шкулĕ‚ Раççейри патшалăх аслă шкулĕсен 7 филиалĕ‚ 2 аслă пĕлÿ паракан патшалăх тытăмне лекмен вĕрентÿ учрежденийĕ тата аслă пĕлÿ паракан патшалăх тытăмне лекмен шкулсен 3 филиалĕ ĕçлет. Асăннă аслă шкулсенче пурĕ 100‚7 пин студент пĕлÿ илет‚ вĕсен шутĕнче 51‚2 пин çын куçăн мелпе (очно) вĕренет.
Кадрсем хатĕрлес енĕпе бакалавр направленийĕпе 42‚ магистр 39‚ специалистсем 21 пысăк ушкăнсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. 2019-2020 çç. Пушкăртстанри аслă шкулсене федераллă бюджетран çак направленисемпе пĕлÿ пухма 10 191 вырăн уйăрса панă.
2019 çулта выпускниксем докуменчĕсене пĕр харăс пилĕк аслă шкула пама пултараççĕ. Кашнинче вара виçĕ специальность çеç суйласа илме май пур. Олимпиада çĕнтерÿçисем хăйсен свидельствине пĕр заведенине çеç тăратма пултараççĕ. Паллă олимпиадăсенче парнеллĕ вырăнсем йышăннисене ППЭне пăхăнса 100 балл параççĕ.
Хăш аслă шкулта чи пысăк конкурс пуласси паллă мар-ха. Бюджет вырăнĕсем сахал пулнипе пĕр вырăна темиçе çын вĕренме кĕме кăмăл тăвать. Сăмахран‚ пĕлтĕр Пушкăрт патшалăх университетĕнчи романпа германи филологи факультетĕнче пĕр вырăнта 31 çын пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ. Анчах бюджет вырăнĕсем пурĕ те 4 çеç пулнă.
Пушкăрт патшалăх университечĕ
Кăçал ППУри бакалавриатпа специалитета 853 бюджет вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Ытларах пайне куçăн мелпе вĕренекенсене панă: биологи специальноçне – 50‚ химие – 42‚ физикăна -30. Экономика факультетне 4 вырăн çеç уйăрнă. Журналистика‚ психологи тата менеджмент специальноçĕсене бюджет вырăнĕсемпе пачах та тивĕçтермен. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, бакалавриатра бюджет вырăнĕсем чакнă‚ магистратурăра вара самаях ÿснĕ. Кăçалхи çул заочнăй уйрăма та бюджет вырăнĕсем уйăрса панă. Пĕлтĕр вара вĕсем пачах та пулман.
Ĕпхÿри патшалăх авиаципе техника университечĕ
Ĕпхÿри патшалăх авиаципе техника университечĕ 1277 абитуриентшăн алăкне уçĕ. Вĕсенчен куçăн мелпе бакалавриат валли 981 вырăн‚ специалитет – 296. Иртнĕ çулпа танлаштарсан, бакалавриат валли 46 вырăн нумайрах уйăрса панă. Паянхи кун аслă шкулта пулас студентсем бакалаврăн 38 направленийĕ е 10 специальность тăрăх пĕлÿ илме пултараççĕ. Çавăн пекех магистрсене хатĕрлеме 508 вырăн уйăрса панă (32 направленипе).
Кăçал асăннă университетра тĕллевлĕ вĕрентÿ йĕрки те кăштах улшăннă: абитуриент вĕренсе пĕтерсен хăш предприятинче ĕçлессине хăй суйласа илет‚ унпа алă пусса килĕшет (унчченхи çулсенче палăртнă предприятисемпе çеç ĕçленĕ). Анчах çакна та палăртса хăвармалла‚ сăмах панине заказ паракан та‚ студент та пурнăçламалла. Хут çинче çырнă йĕркесене студент пăссан‚ ăна штраф тÿлеттерĕç.
Вĕрентÿн палăртнă направленийĕсене РФ Правительстви енчен квотăсем парăнаççĕ. Вĕсем ытларах чухне 10% танлашаççĕ‚ анчах хăш-пĕр направленисен квоти 50% çитет.
Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕ
ПППУ абитуриентсем валли 1689 бюджет тата 2770 коммерци вырăнĕсем хатĕрленĕ. Ытларах икĕ профильлĕ вĕрентÿ «Педагогика вĕрентĕвĕ» направленине бюджет вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Чи сахалли - «Психологипе педагогика вĕрентĕвĕ» направлени. Йышăну комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ «Право тата законлăха сыхлакан ĕç» специальноçĕ тăрăх пĕр вырăна 21‚1 çын вĕренме кăмăл тунă‚ «Куçару тата куçару ĕçне ертсе пыни» - пĕр вырăна 20‚2 çын тата ыт.те.
Пушкăрт патшалăх аграри университечĕ
Кăçал асăннă аслă пĕлÿ паракан шкул магистратурăн çĕнĕ направленисене уçĕ: «Строительство»‚ «Теплоэнергетика и теплотехника»‚ «Землеустройство и кадастры»‚ «Наземный транспорт и технологические комплексы и ландшафтная архитектура».
Бакалавриатра - 666 бюджет вырăнĕ‚ специалитетра - 120‚ магистратурăра - 263.
Паянхи кун университетра бакалавриатăн 17‚ специалитетăн 1‚ магистратурăн 16‚ аспирантурăн 5 направленийĕ тухăçлă ĕçлеççĕ.
Куçăн мел уйрăмĕнче пурĕ 350 яхăн коммерци вырăнĕ‚ заочнăй формăра 1000 яхăн шутланать. Юлашки çулсенче абитуриентсем «Землеустройство и кадастры»‚ «Теплоэнергетика и теплотехника»‚ «Строительство»‚ «Ландшафтная архитектура»‚ «Лесное дело» специальноçсене суйласа илеççĕ.
«Башинформ» агентство материалĕсем тăрăх
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.