Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
19 Июнӗн 2019, 17:10

Пĕр çын мĕн чухлĕ çулăм тата çутă хăварнă

Ача чухне вуланă «Пирĕн килĕн савăнăçĕ» («Радость нашего дома») кĕнекен содержанийĕпе шухăшĕ паянхи кунччен асра. Манра, пĕчĕк ача чунĕнче, вăрçă вăхăтне лекнĕ ачасен йывăр пурнăçĕ тарăн йĕр хăварнă пулас. Айванскер ун чух çак кĕнекен авторне те астуса юлман эпĕ. Чылай çул иртсен çеç асăннă повесть писателĕн чи малтанхи произведенийĕсенчен пĕри пулнине ăнкартăм.

Мустай Каримăн çĕр ытла прозăлла тата сăвăласа çырнă пуххисем пур. Вăл кăмăла илĕртекен драмăпа трагеди произведенийĕсем хайланă. Сăмахран «Салават» поэмине илер. Унăн пьесисем тăрăх спектакльсемпе балетсем лартаççĕ. Произведенийĕсене тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă. Чăн-чăн Тăван çĕршыв патриочĕ, Пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим ялан çынсем патне çитермелли витĕмлĕ сăмахсем тупма пĕлнĕ.
Студент çÿлĕсенче мана час-часах Ĕпхÿ хулин урамĕсенче унпа тĕл пулма тÿр килетчĕ. Çуран çÿреме юратаканскер, вăл хăй пурăнакан çуртран аякра мар уçăлса çÿреме кăмăллатчĕ. Тумтир енчен илсен, вăл ансат çеç тăхăнатчĕ, чылай чух ăна калпаксăр курма пулатчĕ. Лутра пÿллĕ, кăтра та, çăра çÿçлĕ, хура вичкĕн тата тарăн шухăшлă куçлăскере кашниех астуса юлнă.
Юлашкинчен Мустай Карима 2003 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче Пушкăрт патшалăх филармонийĕн Пысăк залĕнче Чăваш литература кунĕсене халалланă мероприятинче курма тÿр килчĕ. Чăваш Республикин çыравçисемпе тата искусство ăстисемпе тĕл пулма пĕтĕм Пушкăртстанри культура ĕçченĕсем пухăннăччĕ. Зал лăк тулличчĕ. Çак тĕл пулăва Мустай Карим та килнĕччĕ, ун чух вăл сакăр вун тăваттăраччĕ. Сцена çине тухнă чух халăх ăна хисепленипе юратнине пĕлтерсе ура çине тăрсах тăвăллăн алă çупрĕ. Чылай чăваш поэтне Мустай Карим çывăх пĕлнĕ, вĕсемпе туслă пулнă иккен. Сăмахне ырă та уçă кăмăлпа, питĕ кăсăк каларĕ. Чăваш Республикин пичетпе информаци политикин министрĕ В.Андреев ăна Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Пĕр çулхине март уйăхĕнче Ĕпхÿ çывăхĕнчи «Юматово» санаторинче икĕ вырăнлă номерте Мустай Каримăн тăванĕпе, Тамара Саубановăпа, пурăнма тÿр килчĕ. Тамарăн упăшкин аппăшĕ - Рауза - поэтăн мăшăрĕ пулнă иккен. Çак хĕрарăмран чылай информаци пĕлме май килчĕ.
Малалли хаçатăн 25№.
Ирина АРХИПОВА.
Пишпÿлек районӗ. Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: