Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
26 Июнӗн 2019, 13:56

Раççей тăрăх çулçÿрев

Хушăлка ял библиотеки вырăнти шкулпа тата ача сачĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Çуллахи кану лагерĕн кунĕсенчен пĕринче, июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче, çак йĕркесен авторĕ йĕркеленипе ачасем «Раççейĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» виртуаллă çулçÿревре пулса курчĕç.

Аслă çĕршывăмăрăн чи илемлĕ вырăнĕсене тупса палăртас тĕллевпе «Раççейĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕ» проекта 2008 çулта хута янă. Сасăлав икĕ турпа иртнĕ. Çапла майпа списока пĕтĕм çĕршыв мăнаçланакан, чăннипех те илемлĕ çичĕ вырăн (Байкал кÿлли, Камчаткăри гейзерсен айлăмĕ (долина гейзеров), Мамаев курган тата Родина-мать монумент, Петергоф, Василий Блаженный ячĕллĕ чиркÿ, Коминчи столбы выветривания текен палăксем, Эльбрус тăвĕ) лекнĕ.
Виртуаллă çулçÿрев урлă ачасем çÿлерех асăннă интереслĕ вырăнсен историне пĕлчĕç, хăйсене чăннипех те унта пулса курнăн туйрĕç.
Столбы выветривания - Çурçĕр Уралти илемлĕ те вăрттăнлăхсемпе пуян вырăн (Мань-Пупу-Нер). Манси чĕлхинчен куçарсан «Идолсен пĕчĕк тăвĕ» тени пулать. Унта пурĕ 7 палăк. Палăксен çÿллĕшĕ 30-42 метра çитет. Манси халăхĕшĕн çак вырăнсем сăваплă шутланнă. Легенда тăрăх, çак чул юпасем ĕлĕк-авал хăйсене хăйсем çиекен пысăк улăпсем пулнă. Вĕсем ту урлă манси халăхне тĕп тума кайнă. Тÿремсăртлăха хăпарса çитсен вĕсен ертÿçи манси халăхĕн сăваплă сăртне курнă. Хăранипе хăй параппанне ту тăрне ывăтнă. Çавăн хыççăн çичĕ улăпĕ те чул пулса тăнă. Халĕ те тăраççĕ вĕсем çак вырăнта.
Байкал кÿлли çав тери пысăк та мăнаçлă кÿлĕ шутланать. Ăна Çĕпĕр тинĕсĕ тесе те калаççĕ. 1996 çулта Байкала ЮНЕСКОн Пĕтĕм тĕнчери еткерлĕх объекчĕсен шутне кĕртнĕ.
Гейзерсен айлăмĕ – Камчаткăн чи паллă вырăнĕсенчен пĕри. Çулçÿревçĕсене шăпах вĕри пăспа шыв пĕрĕхтерекен çăлкуçсем илĕртеççĕ те. Раççейпе Евразири гейзерсем йышлăн пĕрĕхсе тăракан пĕртен-пĕр сăрт лапамĕ Камчаткăра вырнаçнă.
Эльбрус тăвĕ – Раççейри чи çÿллĕ сăрт тÿписенчен пĕри. Вăл Çурçĕр Кавказра, Кабардино-Балкарипе Карачаево-Черкеси чиккинче вырнаçнă. Икĕ тÿпеллĕ пулнăран Эльбрус икĕ курпунлă тĕвене аса илтерет. Пĕр сăрчĕ тепринчен 20 метр çеç çÿлĕрех. Инçетрен пăхсан вĕсем пĕр-пĕрин çумĕнчех вырнаçнă пек курăнать. Тĕрĕссипе вара вĕсен хушши 1,5 çухрăм.
Петергофа I Петĕр патшан ачи теме те юрать. Çак вырăна «Петĕр картишĕ» тесе куçараççĕ. Вăл «Peterhor» нидерланд чĕлхинчен пулса кайнă. Кунта паянхи кун тĕлне патша çак вырăнсене хăй аллипе ÿкернĕ 10 ытла ÿкерчĕк упранать. Петергоф пысăк патшалăх музейĕ шутланать.
Василий Блаженный чиркĕвĕ. Тахçан авал, Руçе Иван Грозный ертсе пынă вăхăтра, çапăçусенче тăшмана кашни çĕнтермессерен Хĕрлĕ площадьре йывăç чиркÿсем лартнă. 1552 çулта ун пек чиркÿсем нумайланса çитнĕ. Вырăссем Хусан крепоçне илнĕ хыççăн (çак историлле событи Пукрав кунĕнче пулнă) Иван Грозный йывăç чиркÿсен вырăнне пĕр чул храм туса лартма хушнă. Чиркÿ тăвас ĕç 1561 çулта вĕçленнĕ. 1722 çул тĕлне собор территорийĕнче 18 чиркÿ пулнă, çав шутра, Василий Блаженный чиркĕвĕ те. 1937 çулта Собор тата чиркÿсен пысăк пайĕ çунса пĕтнĕ. Собора çĕнĕрен хăпартнă. Ун хыççăн ăна темиçе хутчен çĕнетнĕ. Храма вырăнти ăсран катăкрах çын ятне панă. Вăл çут çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăйĕн çара ÿчĕ çине сăнчăрсем çакса çÿренĕ. Çак асапа вăл çынсен çылăхĕшĕн тÿснĕ.
Мамаев курган асăну комплексĕ – фашизма çĕнтернĕ совет халăхĕн паттăрлăхĕпе хăюлăхне кăтартакан палăк шутланать. Кунта хулана хÿтĕленĕ 35 пин совет салтакĕпе мирлĕ халăх ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.
Виртуаллă çулçÿревсене, библиотека урокĕсемпе вулав конференцийĕсене, тĕрлĕ темăллă квест-вăйăсене тата ыт.те. библиотекăра татăшах ирттеретпĕр.
Лира НОВИКОВА,
вулавăш ĕçченĕ.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: