Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
26 Июнӗн 2019, 14:43

Йăла-йĕркесем те, ял та ĕмĕрех сывă пулĕç

Креппит ялĕнче пурăнакансем Суккул ял хутлăхĕнчи ытти пур православи тĕнне ĕненекенсем пекех Çимĕке хумханса кĕтрĕç. Хумханма сăлтавĕ те пулчĕ çав. Таврара çу кунĕсем хуçаланаççĕ пулин те ăшă кунсем ку таранччен пулманччĕ-ха. Авалтанах пыракан сăнавсемпе паллăсем тăрăх, Çимĕк хыççăн вăрах кĕтнĕ ăшă кунсем килсе çитмелле. Ун хыççăн тăм ÿкесрен пĕр хăрамсăр çĕр çине помидорпа ытти пахча çимĕç калчисене куçарса лартма та юрать.

Тин çеç типĕ тытмалли кунсем (ăруран-ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркесене уйрăмах пăхăнмалли вăхăт) иртнĕччĕ, ака ĕçĕсем вĕçленнĕччĕ. Ума ял çыннишĕн тепĕр яваплă тапхăр – утă çулса хатĕрлесси, çĕрулми çинчи çумсемпе тата сиенлĕ колорадо нăррисемпе кĕрешесси – çитсе те тăчĕ. Унта вара пахча çимĕç пуçтарас вăхăт та инçе мар.
Пушă самантпа кăшт усă курса Çимĕк умĕн яла халăх йышлăн пуçтарăнать. Кашни кил умĕнче темиçе çăмăл машина ларать. Ĕлĕкрен пыракан йăла тăрăх, Çимĕкре çынсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ, масар çине, çут тĕнчерен уйрăлнă тăванĕсен вилтăприйĕсем патне çитсе килме тăрăшаççĕ.
Креппит ялне те хăнасем çывăхри хуласемпе ялсенчен çеç мар, Мускавранах килсе çитрĕç. Кашнин пичĕ-куçĕ çинче савăнăç туйăмĕ пурри сисĕнет. Çынсем пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунасси каçченех пычĕ. Таврана тĕттĕм сăн çапа пуçласан ушкăнпа та, пĕччен те çÿллĕ вырăна, хăй патне илĕртекен уяв кăвайчĕ патне, утрĕç. Шухă арçын ачасемпе хĕр ачасем кăвайт çине вутă пăрахаççĕ те çÿлелле илемлĕн çĕкленекен ытарайми çулăма курса савăнаççĕ, çуйхашаççĕ. Çак каç тахçанах 80 урлă каçнă ватăсем те, Валентина Семеновапа Елизавета Добрина, килĕсенче тÿссе лараймарĕç, çынсем хыççăн уяв иртекен вырăна утрĕç.
Юмахри асамлăха аса илтерсе хĕвел анни, пĕлĕтсĕр тÿпери тулли уйăх, пысăк та çÿллĕ кăвайт, хаваслăн сиккелекен ача-пăча сасси, аслисен кулли, шăпчăк юрлани, çак тăрăхри ытарайми вырăнсем кашнин чунĕнчех тĕлĕнмелле ăшă туйăмсем çуратрĕç. Аякран килнĕ хăнасем нумайăшĕ инçетелле тинкерчĕç, çав самантра вĕсен чĕрине тăван тавралăхшăн тунсăх ярса илчĕ пулмалла. Михайловка ялĕ енче те кăвайт çути курăнчĕ. Вĕсем те пирĕн пекех Çимĕк кунне уявлаççĕ пулĕ.
Паянхи саманапа пĕр тан утакан ял старости, вăлах мероприяти йĕркелÿçи Валерий Григорьев, пурне те кĕскен çеç саламланă хыççăн чăн-чăн уяв концерчĕ пуçланчĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе юрлани ту çинчен пĕтĕм таврана сарăлчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, пĕр-пĕрне хурăн çулçиллĕ туратпа çурăмран лăпкани (чир-чĕртен тасалнине пĕлтерет), юрă-кĕвĕ, вăйă-кулă, саламлани автансем авăтиччен те вĕçленмерĕ. Уяв кашнин чĕринче вăрахчен асра юлĕ. Апла пулсан малашлăхра йăла-йĕркесем те, унпа пĕрле ял та сывă пулĕç.
Валентина СИДОРОВА,
хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.
Ермеккей районĕ,
Креппит ялĕ.
Читайте нас: