Пур хыпар та
3 Июлӗн 2019, 14:42

Дипломлă специалистсем пур çěрте те кирлě

Пушкăрт патшалăх университечěн Çтерлěри филиалěн пушкăрт тата тěрěк филологи факультечěн тутар тата чăваш уйрăмěнчен кăçал куçăн 11 тата куçăн мар мелпе 20 яшпа хěр вěренсе пěтерчěç.

Вěренсе тухнин квалификацилле ěçěсене (выпускная квалификационная работа) пур студент та ăнăçлă хӳтěлерěç. Университета хěрлě дипломпа вěçлекенсем те пулчěç - Надежда Артемьева, Эндже Байназарова, Флиза Янбекова, Рузиля Мустафина. Халě кашнин аллинче дипломсем. Мал ěмěтлě яшсемпе хěрсем валли пур енне те çул уçă. Дипломлă специалистсем пур çěрте те кирлě. Преподавательсемпе патшалăх экзаменěн членěсем вěренсе пěтерекенсене такăр çул, ăраскал, ăнăçу, мěн ěмěтленнисем пурнăçланса пыма сунчěç. Паян шкулсенче çамрăк кадрсем питě кирлě, çавăнпа та нумайăшě вěрентекен çулěпе каясса шанас килет.
Николай ГЛУХОВ.
Марина МИХАЙЛОВАН ĕçĕ.
БЮДЖЕТЛĂ ВЫРĂНСЕМ ТЕ ПУР
Эпир, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем, çак информацие 11 класс вĕренекенĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, тĕрлĕ училище, колледж, техникум пĕтерекен, çак хыпарпа интересленекен выпускниксем патне çитересшĕн.
ППЭ тытма ыйтса çырнă заявленисене йышăнасси февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Аслă вĕренÿ заведенисене, çав шутра пирĕн пата та, «Педагогика пĕлĕвĕ (икĕ профильпе). Тăван (тутар, чăваш) чĕлхе тата литература. Ют чĕлхе» направленипе вĕренме кĕме обществознанипе ППЭ результачĕсем кирлĕ.
Пирĕн направленийĕн иккĕмĕш профильне (ют чĕлхе) суйласа илетĕр пулсан ют чĕлхепе экзамен тытма кирлĕ мар, вырăс чĕлхипе обществознани результачĕсем те çителĕклĕ.
Пирĕн направленипе 18 бюджет вырăнĕ пур. Çакă студент академиллĕ стипенди (1600-2000 тенкĕ), уйрăм условисенче социаллă стипенди (5000-7000), лайăх вĕренсе хастар пулсан пысăк стипенди (6000-12000) таран) илессине пĕлтерет.
Колледж, техникум, училище выпускникĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕн тĕрĕслевĕ витĕр иртĕç, вĕсене ППЭ результачĕсем кирлĕ мар.
Кăçал пуçласа «Педагогика пĕлĕвĕ (икĕ профильпе). Тăван (тутар, чăваш) чĕлхе тата литература. Пуçламăш вĕрентÿ» направленипе куçăн мар мелпе вĕренме кĕме май пулĕ. Вĕрентÿ тÿлевлĕ - 33 пин тенкĕ.
Хисеплĕ вĕрентекенсем! Эпир сирĕн тăван чĕлхепе литературăна, культурăна аталантарассишĕн туса пыракан пархатарлă ĕçĕре хаклатпăр, хисеплетпĕр, уншăн тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатпăр. Ун чухне 2019 çулта абитуриентсене аслă шкула йышăнасси тивĕçлĕ шайра пурнăçа кĕрĕ.
Пирĕнпе çыхăнмалли телефонсем:
Кафедра ертÿçи Илсур Салихьянович Мансуров - 8917-79-00-653; 8927-31-50-904; [email protected];
Профориентаци ĕçĕшĕн яваплă Насима Анваровна Мукимова – 8-961-04-60-973; [email protected]
Читайте нас в