Авăркас тăрăхĕнчи Ҫӗньял хӗр ачи, «Урал сасси» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ Надежда Алексеева та пӗлÿ документне алла илчӗ. Кӗрен хуплашкаллӑ аттестатра унӑн «пиллӗк» паллӑсем çеç. Ҫавӑнпа та вӗренÿри пысӑк ҫитӗнÿсемшӗн вăл ылтӑн медале илме тивӗҫрӗ.
Мал ӗмӗтлӗ хӗр ача пӗлÿ пухасси ҫине шкулта яланах пысӑк тимлӗх уйӑрса пычĕ. Надежда олимпиадӑсемпе конкурссене тата тӗрлӗрен ӑмӑртусене хастар хутшӑнатчĕ. Вăл - тӑван шкул ятне ҫÿле ҫӗклекенсенчен пĕри. Пĕрлĕх патшалăх экзаменĕсенче те пысӑк балсем пухрӗ. Унӑн аллинчи документ паян кирек хӑш аслӑ шкула та вӗренме кӗме ирӗк парать. Паян вăл хӑйӗн умне пысӑк тӗллев лартнӑ - республикӑри пӗр аслӑ пӗлÿ паракан учрежденине вӗренме кӗмелле. Апла пулсан, ӑнӑҫу тата такӑр ҫул сана Надежда, ӗмӗтленнисем пурте пурнăçа кĕрсе пыччăр.