Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10 Июлӗн 2019, 16:34

Асран тухман ачалăх ялĕ

Эпĕ Пелепей тăрăхĕнчи Гусаркино ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ватă çынсем каласа панă тăрăх, тахçан ĕлĕк-авал пирĕн ял çынни гусарсен полкĕнче хĕсметре тăнă тет. Каярах яла ун ячĕпе Гусаркино тесе ят панă. Ял хăçан пуçланса кайни çинчен информаци питĕ сахал. Пирĕн атте, Иван Константинович Никитин (1919 çулта çуралнă), хăй вилес умĕн (2003 ç.) Гусаркино пуçланса кайнăранпа часах çĕр çул пулать тенĕччĕ. Çавăнпа та эпир ял 1905-1909 çç. пуçланса кайнă тесе шутлатпăр.

Эпир мĕн астăвасса аттепе анне ĕмĕрĕ тăршшĕпе колхоз, ял пурнăçне çĕклес тесе тăрăшнă. Атте вăрçăран пĕр урапа çеç таврăннă пулсан та колхоз ĕçĕнчен нихăçан та юлман, пенсие тухнă хыççăн та вăрахчен ĕçе çÿрерĕ. Ача чухне те хура-шурне сахал мар курнă вăл. Асаттепе асаннен çемйинче 12 ача пулнă. Аттен икĕ пиччĕшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă. Ытти ачисем ашшĕ-амăшне раскулачит тунă çулсенче пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Çав хуйха-суйха пăхмасăр аттепе анне тăван яла çав тери юрататчĕç. Пире те, хăйсен ачисене, тăван тăрăха юратма вĕрентнĕ. Эпир улттăн ÿсрĕмĕр. Пурте тăван ялтан çывăхра пурăнатпăр. Атте-анне çук пулсан та хамăр çуралса ÿснĕ яла час-часах кайса çÿретпĕр.
Акă Çимĕк умĕн пĕтĕм ял çынни пĕрле пуçтарăнса пысăк уяв туса ирттертĕмĕр. Çакăн пек мероприяти йĕркелес шухăша халăх ырласа йышăнчĕ. Мĕншĕн тесен Гусаркино ялĕнче çуралса ÿснисенчен нумайăшĕ çурчĕсене сутса тахçанах ялтан тухса кайнă. Яланах килсе çÿреме те майсем çук.Тăван тăрăх вара кашнинех курăнми çипсемпе хăй патне туртать. Çавăнпа та уява килес текенсем нумай пулчĕç: хамăр ялсем, кÿршĕ ялсем, вĕсен ачисем хăйсен çемйисемпе, хăнана килнĕ тăванĕсем, юлташĕсем. Мероприятие ял çыннисем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă кун теме те пулать. Халăх пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çитнĕ: хăшĕ кулать, хăшĕн савăннипе куççулĕ те тухать. Пуçтарăннисем урама лартнă сĕтел хушшине ларса пĕр-пĕринпе тăранайми калаçрĕç, иртнине аса илчĕç.
Паллах, ташă-юрăсăр та пулмарĕ. Гусаркино ялĕнче пурăнакансене уяв ячĕпе саламлама Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, Ключевка ялĕнчи Елисеевсен çемйи килсе çитнĕ. Хăнасемпе пĕрле пуçтарăннисем те юрларĕç, ташларĕç. Çак ялта çуралса ÿснĕ Никитинсен хĕрĕсем те темĕн чухлĕ концерт номерĕ хатĕрленĕ. Валентина Андреева (Никитина) «Нарспи» поэмăн тăваттăмĕш пайне пăхмасăр илемлĕн каласа пачĕ. Халăх пурте лайăх пĕлекен, анчах тахçанах тăван чĕлхепе вуламан поэмăна сывламасăр тенĕ пек итлерĕ. Çак йĕркесен авторĕ (Елена Никитина, хĕр чухнехи хушамачĕ) уява ертсе пыраканĕ пулчĕ. Вĕсен аслă пиччĕшĕ Сергей Никитин купăс каласа савăнтарчĕ.
Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Ун хыççăн ял çыннисен пуçарăвĕпе 80-мĕш çулхисен дискотеки пуçланчĕ. Пуçтарăннисем çур çĕр иртсен çеç тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç.
Мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнă Борисовсен, Портновсен, Алексеевсен çемйисене, ял çыннисене, уява хутшăнма кăмăл тунисене пурне те ăшшăн тав тăватпăр.
Елена ЕФРЕМОВА,
Гусаркинăра çуралса ÿснĕскер.
Пелепей тăрăхĕ.
Читайте нас: