Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10 Июлӗн 2019, 14:29

Çунатпăр, таврана çутатас тесе

Маншăн май уйăхĕ чи кăсăк‚ хаваслă уйăх пулчĕ. Çак уйăхра пулса иртнĕ пулăмсем ĕмĕрлĕхех асăмра тăрса юлĕç. Эпĕ «Артек» ача-пăча кану центрĕнче пултăм. Ун çинчен вулакана та каласа парас килет.

Совет самани вăхăтĕнче «Артекра» канма отличниксемпе активистсем‚ спортсменсем çеç тивĕçнĕ. Паян та Халăхсен хушшинчи ача центрне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ачасем канма килеççĕ. Вĕсем те вĕренÿре‚ спортра‚ искусствăра е общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.
Эпĕ пĕчĕкренех спорта кăмăллатăп. Унсăр пуçне общество пурнăçне‚ наукăпа практика конференцийĕсене‚ олимпиадăсене хастар хутшăнма тăрăшатăп. Хисеп хучĕсемпе медальсем чылаях пуçтарăнчĕç ĕнтĕ.
Çын хăй çамрăк чухнех малашлăхра кам пулассине палăртса хурсан‚ пурнăç çулĕ çине ăнланса тата тĕрĕс тăрĕ. Пушкăртстанра «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр çамрăк судья» («Юный судья ГТО») программа пуçарса янă. Асăннă программа пулас судьясене суйласа илет‚ унтан вĕсене вĕрентет. Пире физкультура урокĕсене вĕрентекен Вадим Валерьянович Иванов пулас судьясен списокне мана та кĕртнĕ. Программа республикăри хуласемпе районсенче анлă сарăлнă. Февраль уйăхĕн икĕ эрни хушшинче «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр çамрăк судья» программăн пĕрремĕш турĕ 38 тестировани ирттернĕ. Çарпа спорт фончĕн эксперт комиссийĕ Пушкăртстанри кандидатсен 200 рекомендаципе портфолионе пăхса тухнă. Пирĕн районтан виçĕ кандидат сĕннĕччĕ. Иккĕмĕш тура, çĕнтерÿçĕсен турне, 10 çын çеç ирттерчĕç. Вĕсен хушшинче эпĕ те пултăм. Çакă мана «Артекра» иртекен «Ĕмĕрлĕх вут-çулăм» Халăхсен хушшинчи ачасен çарпа истори ассамблейинче республика чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕлеме май пачĕ.
Март уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕнтерÿçĕсене Ĕпхÿ хулинчи вĕрентĕве йыхравларĕç. Унта эпир чăн-чăн судьясене тестировани йĕркелеме пулăшрăмăр. Ăмăртăва хутшăнакансене регистраци ирттертĕмĕр‚ вĕсен спортри кăтартăвĕсене çырса пытăмăр. Эпĕ шаннă ĕçе тĕрĕс те тĕплĕ пурнăçлама тăрăшрăм.
Икĕ кун пĕр сисĕнмесĕр питĕ тухăçлă иртрĕ. Эпир «Артекри» ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр йĕркепе паллашрăмăр‚ «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр çамрăк судья» конкурсăн савăнăçлă пухăвĕнче пулса куртăмăр. Унта пире‚ çĕнтерÿçĕсене‚ Пушкăртстанри Çарпа спорт фончĕн директорĕ В.А.Макин Хисеп хучĕсемпе ятарлă значоксем парса чысларĕ.
Май уйăхĕн 4-мĕшĕнче проектăн виççĕмĕш этапĕ пуçланчĕ. Пирĕн тĕллев - «Артек» çĕрĕ çинчи «Ĕмĕрлĕх вут-çулăм» ассамблейăна хутшăнакансемпе тестировани ирттересси‚ унсăр пуçне республикăн çамрăк судйисем Пушкăртстанра йĕркеленнĕ Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр çĕнĕ квест-вăййине кăтартса парасси.
Çула тухрăмăр. Вунă сехетрен (самолетпа та вĕçрĕмĕр‚ автобуспа та çула кĕскетрĕмĕр) «Артека» килсе çитрĕмĕр.
Эпĕ хама асамлă тĕнчери Алиса пекех туйрăм. Таврари калама çук илемлĕхе эпĕ ку таранччен ниçта та курман. Кипариссем хуралçăсем евĕр çул тăршшĕпе çума çумăн ÿсеççĕ. Юмахри сăнарсен тĕрлĕ скульптурисем те тĕл пулаççĕ. Темĕн чухлĕ беседкăсем‚ штабсем‚ лабиринтсем‚ чуччусем тата ытти йăпанмăшсем куçа илĕртеççĕ. Пысăк чечеклĕ йывăçсем‚ илемлĕ чечек йăранĕсем‚ тĕлĕнмелли ÿсен-тăрансем‚ кактуссем ...мĕн кăна çук пулĕ кунта!? Уйрăмах мана лагерь лапамĕ тĕлĕнтерчĕ. Вăл питĕ пысăк вырăн йышăнать‚ уйрăм патшалăх тейĕн.
«Артек» Крымри чи илемлĕ вырăнта - Хура тинĕс хĕрринче‚ Гурзуф паççулкинче - вырнаçнă. Вăл - тĕнчери халăхсен ачисен чи пысăк центрĕ. Территорийĕ 218 гектар йышăнать‚ вĕсенчен 108 гектарĕ парксем. Лагерь питĕ ункайлă вырăнта ларать: пĕр енчен Крым тăвĕсем‚ тепĕр енчен - пĕчĕк тинĕс бухтисем. Тусем çак вырăна сивĕ çилсенчен хÿтĕлеççĕ. «Артек» ачасен центрне Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерстви тытса тăнине палăртмалла.
Эпĕ Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр çамрăк судьясен 3 отрядне лекрĕм. Кашни отрядăн уйрăм тĕслĕ çи-пуç. Пирĕн форма çутă-кăвак тĕслĕччĕ‚ Вăрман отрячĕн - симĕс тата ыт.те. Ачасен çи-пуçĕсем вара пурин те пĕр пек. Пире‚ çамрăк судьясене‚ джинс шăлавар‚ футболка‚ юбка‚ ăшă йышши кофта‚ ветровка тата пиçиххи пачĕç.
Пирĕн пÿлĕмре 8 хĕр ачаччĕ. Вĕсем пурте Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ.
Кунта апат-çимĕç енчен пурте çителĕклĕ. Кунне пилĕк хут апатлантараççĕ. Мĕн çиес тенине суйласа илме пулать. Улма-çырла та çителĕклĕ. Апат вăхăтĕнче икерчĕ станцисем те ĕçлеççĕ. Икерче сан умăнтах пĕçерсе параççĕ‚ çиме тутлăрах пултăр тесе варени е сгущенка илме пулать. Кашни отрядра 3 вожатăй ĕçлеççĕ. Андрей‚ Катя тата Паша – 3-мĕш отряд ертÿçисем. Вĕсем пирĕншĕн чи ырă та тимлĕ çынсем шутланаççĕ. Ертÿçĕсем тăрăшса кунсерен фотоотчет тунипе пирĕн атте-аннесем эпир мĕнле пурăннине‚ сывлăхпа кăмăл епле пулнине пĕлсе тăчĕç. Эпир вара яланах ĕçлĕччĕ‚ пĕрре те салхуллă ларман. Гаджетсемпе усă курма вăхăт пачах та çитмесчĕ.
Малалла эпĕ «Артекри» 20 кун çинчен кĕскен каласа пама тăрăшăп.
Иккĕмĕш кунне отрядри ачасемпе паллашрăмăр. Çавăн пекех ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр мобильлĕ комплексăн хатĕрленÿ тата спорт тренировкисен программисене тишкертĕмĕр.
Малалли хаçатăн 28№
Арина ВЕДЕРНИКОВА‚ 10-мĕш класс вĕренекенĕ.
Чекмагуш районĕ‚ Юмаш ялĕ.
Читайте нас: