Пур хыпар та
10 Июлӗн 2019, 12:10

«Çут çанталăка сыхлар!» экологи спектаклĕ

Аксаково ялĕнчи 38№ «Золушка» ача садĕнче Театр çулне халалласа «Çут çанталăка сыхлар!» экологи спектаклĕ лартрĕç.

Мероприятие аслă ушкăн воспитателĕ И.А. Заведеева йĕркелерĕ. Çавăн пекех вăтам‚ аслă тата хатĕрленÿ ушкăнĕсен воспитанникĕсем хастар хутшăнчĕç. Çутă тĕслĕ декорацисемпе тумсем‚ кăмăла каякан кĕвĕ (музыка ертÿçи - Л.Е.Гурова) тата пĕчĕк те талантлă актерсем - Патша - Д. Юрасов‚ Патша хĕрĕ Несмеяна - В. Лебедева‚ Аленушка - А.Гильмиева‚ Иванушка - А. Хамидов‚ хыпарçăсем - Н. Петровпа Д. Князев‚ Хулиган - М. Щербаков‚ Упа - Д. Шаймухаметов‚ Мулкач - К.Мазов‚ Лĕпĕшсем - Д. Шубенковапа А. Зорина‚ А. Максимовапа В. Габидуллина‚ Хурăнсем - М. Корезинапа Э. Гизатуллина тата К. Фатхуллина‚ Çуркунне - Е.Л.Гаврилова - чăн та театрăн асамлă лару-тăрăвне хайларĕç. Кашни артист сăнарăн кăмăл-туйăмне‚ хумханăвне туйса выляма тăрăшрĕ. Пур сăнарсем те асра юлмалла пулчĕç. Ачасем çут çанталăка сыхлама тата упрама‚ илемлĕхне курма-туйма тата унăн ытамĕнче хамăра йĕркеллĕ тытма‚ çын çывăхĕнче ÿсекен-пурăнакан ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсене пулăшма пĕлмеллине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Мероприяти пухăннисене - аслисене те‚ рольсене вылянă çĕре хутшăнман ача-пăчасене те - питĕ килĕшрĕ. Унсăр пуçне «Çут çанталăка сыхлар!» экологи спектаклĕ пурне те пысăк савăнăç парнелерĕ. Çакăн евĕр мероприятисем ачасенче калаçу‚ пĕлÿ‚ чун-чĕм тата пултарулăхпа эстетика енĕсене аталантарма пулăшнине те палăртса хăвармалла.
Елена ВОРОБЬЕВА, аслă воспитатель.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: